MENU
Главная » 2019 » Май » 05

III степенлĕ лауреатсем

 

Тĕрлĕ халӑхсем хушшинче майӑн 3-мĕшĕнче Шупашкар хулинче тата Çĕнĕ Шупашкарта «Радуга танца» тата «Национальное достояние» фестиваль-конкурсем пулса иртрĕç. Çак конкурсене «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕнчи хĕрсем хутшӑнма пултарчĕç. Çак хĕрÿ конкурсенчен пирĕн маттур та пултаруллӑ хĕрсем «халӑх ташши» номинацинче икĕ конкурсĕнчен те IIIстепенлĕ лауреат ятне илсе таврӑнчĕç. Дипломсемпе пĕрле кубоксене те тивĕçрĕç. Ку пирĕншĕн питĕ пысӑк парне пулчĕ. Апла пулсан, пирĕн хĕрсене И.Петрова тӑрӑшса вĕрентни ахаль пулмарĕ. Тавах вĕсене пурне те. Малашне те ӑнӑçу сире!

Просмотров: 224 | Добавил: Алина | Дата: 05.05.2019 | Комментарии (0)

Çĕнтерÿ кунне кĕтсе

 

Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 74 çул тултарнине кĕтсе илме Москакасси вӑтам шкулĕнчи 4-мĕш класра вĕренекен хĕрачасем майӑн 4-мĕшĕнче культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Вĕсене культура ĕçченĕсем хавас кӑмӑлпах кĕтсе илчĕç. Çак кун вĕсем пулӑшнипе хĕрачасен асатте-асаннесем валли Çĕнтерÿ кунĕнче кӑкӑр çине çакма илемлетнĕ Георгиевски лентӑсем хатĕрлемелле пулчĕ. Хĕрачасем тӑрӑшсах ĕçлерĕç. Вĕсем тӑрӑшнипе 60 яхӑн лента хатĕрлерĕç çак кун. Ēçлесе пĕтерсен асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕксем турĕç. Аслӑ ӑрури асатте-асаннесем валли çакӑн пек парне хатĕрленишĕн чунтанах савӑнчĕç хĕрачасем. Эпир те вĕсене çак ĕçре пысӑк тÿпе хывнишĕн тав сӑмахĕ калатпӑр.

Просмотров: 271 | Добавил: Алина | Дата: 05.05.2019 | Комментарии (0)