MENU
Главная » 2017 » Июль » 2 » Алла-аллăн тытăнса 55 çул пĕрле. "Çăлкуç" Даньковсене саламлать.
11:25
Алла-аллăн тытăнса 55 çул пĕрле. "Çăлкуç" Даньковсене саламлать.

     Катькас ял тăрăхĕнчи Çеçмер ялĕнче пурăнакан Даньковсем – Александр Алексеевичпа Нина Федоровна – çак кунсенче çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçлани 55 çул çитнине паллă турĕç. Çак сумлă уява илем кĕртме Катькас ялĕнчи «Çăлкуç» пултарулăх ушкăнăн агитбригади хисеплĕ мăшăрсем патне çитрĕ. Ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунса артистсем Даньковсене илемлĕ юрăсемпе савăнтарса хăварчĕç, тепĕр 5 çултан татах килме шантарчĕç.

Просмотров: 354 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar