MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 20 » Аннесен уявĕ – Рыкакасси клубĕнче
17:00
Аннесен уявĕ – Рыкакасси клубĕнче

Аннесен уявĕ – Рыкакасси клубĕнче

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнче икĕ клуб вырнаçнӑ: Москакассинче тата Рыкакассинче. Çак культура Çуртĕнче вӑй хуракансем пĕр-пĕринпе туслӑ та тачӑ çыхӑнса ĕçлесе пыраççĕ. Уявсене яланах пĕрле ирттерме тӑрӑшаççĕ.

Акӑ, Аннесене çывхарса килекен уяв ячĕпе Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ ноябрĕн 20-мĕшĕнче Рыкакасси ялне саламлама çитсе килчĕ. Концерт пуçланас умĕн, курма килнĕ аннесене Москакассинчи библиотека ертÿçи Любовь Ваншкина çывхарса килекен уяв ячĕпе ӑшшӑн саламласа, Аннесен уявĕ миçемĕш çулта тата ӑçта пуçланса кайни çинчен кĕскен каласа ӑнлантарчĕ.

Концерта Софья Никитична Ершова Аннесене сӑвӑ йĕркисемпе саламласа, концерт пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. «Шураппасем» куракансене тĕрлĕрен чӑваш тата вырӑç юрри-ташшисемпе, сӑвӑсемпе тата шÿтсемпе савӑнтарса кӑмӑлсене уçрĕç. Кашни номере ӑшшӑн та çепĕççĕн алӑ çупса йышӑнчĕç Рыкакассинче пурӑнакансем. Концерт пурин кӑмӑлне те савӑнӑç парнелерĕ çак кун. Концерт пынӑ вӑхӑтрах, çак ялта пурӑнакан Светлана Алексеевна Галкина артистсене чунтан тав сӑмахĕ каларĕ. Вера Беспалована юбилей ячĕпе тата Софья Ершована Аннесен уявĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа асӑнмалӑх парнесем парса чыс турĕ. Ыр кӑмӑллӑх концерчĕ ӑшшӑн иртсе кайрĕ Рыкакасси клубĕнче. Юлашкинчен пултарулӑх ертÿçи Надежда Кондукторова Рыкакассинче пурӑнакансене концерт пӑхма килнишĕн тав сӑмахĕ каларĕ, «Шураппасене» малашне те ял халӑхне çавӑн пек илемлĕ концертсемпе килсе çÿресе, куракансене савӑнтарма ӑнӑçу сунчĕ.

Юлашкинчен клуб ертÿçи, Клавдия Дорожнова, уяв ячĕпе пурне те тулли кĕреке хушшине лартса тутлӑ апат-çимĕçпе сӑйларĕ. Кĕреке хушшинчен тухсан, тав сӑмахĕсем каласа пурте ырӑ шухӑш- кӑмӑлсемпе килелле саланчĕç.

Просмотров: 235 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar