MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 21 » Асамлӑ юмах тĕнчинче пулса килчĕç
17:32
Асамлӑ юмах тĕнчинче пулса килчĕç

Асамлӑ юмах тĕнчинче пулса килчĕç

 

Калайкасси клубĕнче Петр Яковлевич Мазуркин художникӑн музейĕ пуррине тахçанах пĕлетпĕр. «Шураппа» фольклор пултарулӑх ушкӑнĕ  ноябрĕн 21-мĕшĕнче художник ĕçĕсемпе паллашма тата çак ялта пурӑнаккан аннесене уяв ячĕпе саламлама çитсе килчĕ. Клуба кĕнĕ çĕртенех пире асамлӑ юмах тĕнчи тыткӑнларĕ. Çак клубра паянхи кун ертÿçĕ çук пулин те, пире Мазуркинсен çемьи ӑшшӑн кĕтсе илчĕ артистсене. «Шураппа» ушкӑнĕн концерчĕ пуласси пирки вӑр-вар Зинаида Васильевна Мазуркина ирех ялĕпех чупса çаврӑннӑ, çавӑнпах пулĕ концерта пӑхма самаях çынсем пуçтарӑнчĕç. «Шураппасен» пултарулӑхне çав тери ӑшшӑн пӑхса ларса, тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç куракансем. Софья Никитична Ершова ертсе пыракан тата Надежда Максимилияновна Кондукторова хуткупӑсçӑ концерта çав тери ӑста ертсе пычĕç. Вĕсемпе пĕрле çак уяв концертĕнче Валентина Волкова, Галина Шалтынова, Вера Беспалова, Павлина Никифорова тата Феня Мочалова илемлĕ юрӑ-ташӑпа сӑвӑсемпе тата шÿтсемпе куракансен кӑмӑлĕсене уçрĕç. Артистсен концерчĕпе питех те кӑмӑллӑ пулчĕç Калайкассисем.

Концерт вĕçленсен, артистсене Мазуркинсем хӑйсен ӑсталанӑ ал-ĕçĕсемпе паллаштарчĕç. Паллах, кунта курмалли тата тĕлĕнмелли çав тери нумай пулчĕ. Чылай вӑхӑт хушши пӑхрĕç ӑстаçӑсен ĕçĕсене «Шураппасем». Чӑтайманнипе Зинаида Мазуркина илемлĕн ӑсталанӑ масмаксене те туянчĕç çак кун артистсем. Чӑннипех те асамлӑ юмах тĕнчинче пулса курнӑ пек туйрĕç хӑйсене артистсем.Вĕсен ĕçĕсене пысӑк хак пачĕç Москакасси артисчĕсем. Юлашкинчен питĕ пысӑк тав сӑмахĕ каласа хӑварчĕç пултаруллӑ ӑстаçасене. Малашне те çакӑн пек вӑй-халпа ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕç Мазуркинсене.

Ēçчен те пултаруллӑ кил хуçисем тата концерта пӑхма килекенсем хӑнасене тулли кĕреке хушшине лартмасӑр кӑларса ямарĕç. Мĕн тĕрлĕ тутлӑ çимĕç тутанса пӑхмарĕç пулĕ çак уяв кĕрекинче.

Аннесене тепĕр хутчен уяв ячĕпе саламласа тата тав сӑмахĕ каласа ӑшшӑн уйӑрӑлчĕç Калайкасси ял халӑхĕпе «Шураппасем»

 

Просмотров: 197 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar