MENU
Главная » 2018 » Май » 10 » Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ – Муркашра.
09:58
Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ – Муркашра.

    Фашистла Германине аркатнӑранпа 73 çул çитрĕ. Çак Çĕнтерĕве паллӑ тума Муркаш район халӑхĕ, майӑн 9-мĕшĕнче, Муркаш салине ирех пуçтарӑнчĕ. Эпир те Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем çак уява пĕтĕм халӑхпа паллӑ тума Муркашалла çул тытрӑмӑр. «Вилĕмсĕр полк» колонни Муркаша кĕнĕ çĕртенех тӑрса тухнӑ. Тĕлĕнмелле нумай халӑх пуçтарӑннӑ кунта. Пурте хӑйсен аслашшĕ-ашшĕсен, асламӑш-амӑшĕсен сӑн ÿкерчĕкĕсене мӑнаçлӑн тытса тӑраççĕ. Эпир те хамӑрӑн аттесемпе-асаттесен сӑн ÿкерчĕкĕсемпе килтĕмĕр Муркаша. Çанталӑк лайӑх тӑнине пулах пулĕ, халӑхĕ те çав тери йышлӑ пулчĕ, илемлĕ кĕвĕ çеммипе пиншер çын утрĕ Муркаш администрацийĕ еннелле.

    Питех те тĕплĕн хатĕрленнĕ çак уява паллӑ тума. Малтанах митинг пулчĕ, кайран çамрӑк пулас салтаксен,  велосипедсемпе машинӑсен парадне те куртӑмӑр, вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ Муркаш районĕнчи паттӑрĕсен палӑкĕ умĕнче чечек çыххисем те хутӑмӑр.

    Кайран районта иртнĕ «Я Помню! Я Горжусь!» фестиваль-конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тӑнӑ ачссен концертне пӑхса савӑнтӑмӑр.

   Каçхине те çак конкурсра çĕнтернĕ артистсен концертне пӑхса килентĕмĕр. Москакасси артисчĕсем те концертра юрлама тивĕçрĕç: Арсений Тимофеев, Евгений Тимофеев тата ташӑ ушкӑнĕ. Вĕсем тав çырӑвĕпе çĕнтерÿçĕсен дипломĕсене тата кубок илме тивĕçрĕç.

    Юлашкинчен чи кĕтнĕ самант пулчĕ. Муркаш сали çийĕн тĕлĕнмелле Евгений Тимофеев юрланӑ «День Победы» юрӑпа илемлĕ салют вĕçрĕ.

Просмотров: 370 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar