MENU
Главная » 2017 » Апрель » 8 » Асламас халăх театрĕпе «Телей» ушкăн Орининта.
16:18
Асламас халăх театрĕпе «Телей» ушкăн Орининта.

      Фоторепортаж

   Орининти Культура çуртĕнче çак кунсенче Асламас халăх театрĕн артисчĕсем Анатолий Чебанов пьеси тăрăх лартнă «Вĕлтрен кайăкĕ» пĕр пайлă камите выляса пачĕç. Спектакле  Владимир Чугунов лартнă. Спектакльте кулмаллипе пĕрле шухăшлаттаракан самантсем те çук мар. Театр ушкăнĕ пултаруллă, хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсенчен чăмăртаннă. Рольсенче вара çак ял тǎрǎхĕнче пурǎнакансем, тĕрлĕ çĕрте вǎй хуракансем вылярĕç: Ирина Никонорова, Анатолипе Ольга Васильевсем, Тамара Александрова, Наташа Яковлева. Артистсем хáйсене шанса панá рольсене тèплèн хатèрленсе халáх умèнче èнентерўллèн выляса кáтартрèç.Спектакль вĕçленсен сцена çине Асламасри Культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Телей» ушкăн тухрĕ (Ертўçи – Ирина Никонорова).  Хăйсен çепĕç сассисемпе куракансене тыткăнларĕç.  Концерт программи тĕрлĕ юрǎ-кĕвĕпе пуян пулчĕ. Куракансем артистсене ăшшăн кĕтсе илчĕç, тăвăллăн алă çупса артистсене хавхалантарчĕç.

     В. Васильева тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май,  хăнасене тав сǎмахĕ каларĕ, малашне те хăйсен пултарулăхĕпе  савăнтарма вǎй-хǎват, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. «Орининсемпе асламассем хушшинчи туслăх малашне те çирĕп пултăрччĕ» - терĕ.

Просмотров: 307 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar