MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 11 » Асран тухми паттӑрсем.
13:23
Асран тухми паттӑрсем.

        Фоторепортаж 

    Ачасене патриотизмла воспитани парас ĕçре Москакасси вӑтам шкулĕнчи учителĕсемпе культура Çурчĕн ĕçченĕсем самаях вӑй хураççĕ. Раççей президенчĕн  указĕпе 2007 – мĕш çултанпа пирĕн çĕршыври паттӑрсене,  декабрĕн 9-мĕшĕнче, чыслама палӑртса хӑварнӑ.

    Москакасси культура Çуртне шкул ачисем самаях пуçтарӑнчç. Çак тĕлпулӑва  Вӑрманкас  Хачӑк  ялĕнче пурӑнакан Раиса Васильевна Кудьковӑпа Москакасси  ялĕнче  пурӑнакан  Киршев Вячеслав Евссевича  йыхравларӑмӑр.

    Л.В.Ванюшкина библиотекарь паттӑрсене халалласа ятарлӑ стенд хатĕрлерĕ. Кунта  тĕрлĕ  вӑхӑтри  Раççей паттӑрĕсем пирки кĕнекесем пур, çав хушӑрах хамӑр районти тата ял тӑрӑхĕнчи паттӑрсем çинчен те. Çавӑн пекех ачасене валли ятарласа презентаци те хатĕрленĕ библиотекарь.

   Чӑн малтанах Л.В.Ванюшкина пурне те çак уявӑн историйĕпе, хамӑр районти тата ял тӑрӑхĕнчи паттӑрсем пирки залра ларакансене тĕплĕн паллаштарчĕ.

     Малалла сӑмаха Р. В. Кудьковӑна пачĕç. Унӑн çемьинче çак мирлĕ пурнӑçра çав тери пысӑк хуйхӑ пулса иртнĕ. 20 çул каялла унӑн 27 çулхи юратнӑ ывӑлĕ Григорий пурнӑçран ĕмĕрлĕхех уйӑрӑлса кайни пирки ачасене куççулĕ витĕр каласа пачĕ. Лӑпкӑ та маттур каччӑ хӑйĕн ĕçне ОМОНра туптанӑ. 5-мĕш хут командировкӑна Çурсĕр Кавказа Чечня чиккине йĕркелĕхе  сыхлама  Чӑваш çĕрĕнчен тухса кайнӑ. ПАИ сотрудникĕсемпе виçĕ чӑваш каччи ятарлӑ операцине каяççĕ. Каçхи 18 сехет çурӑра вĕсем килекен машшинӑна чараççĕ. Ним шутламан çĕрте машинӑран тухнӑ çынсем вĕсем çине автоматсемпе переççĕ. Икĕ чӑваш каччи çавӑнтах вилмелле аманаççĕ, çав хушӑра пирĕн ентеш Григорий те пулать. Çапла вара, икĕ чӑваш каччине цинк тупӑкĕсемпе Чӑваш çĕрне илсе килеççĕ. Муркаш тата Елĕк каччисен мӑшӑрĕсем, хӑйсен пĕчĕк пепкисемпе, ĕмĕрлĕхех тӑлӑха тӑрса юлаççĕ. Çак çамрӑк каччӑсен паттӑрлӑхне пысӑк хак парса «Паттӑрлӑх орденĕсене» çемьисене парса чыслаççĕ. Мĕн тери йывӑр пулнӑ ашшĕ-амӑшĕсене хӑйсен юратнӑ ывӑлĕсене вӑхӑтсӑр çухатма. Мĕн чухлĕ куççулĕ юхман пулĕ вĕсен паянхи кунччен. Çавӑнпах пулĕ Раиса Васильевнан мӑшӑрĕ те пысӑк хуйха чӑтаймасӑр вӑхӑтсӑр çĕре кĕрет. Паянхи кун та Григорийпе пĕрле пулнӑ ОМОН каччисем Р.Кудькова патне çулленех 2-3 хутччен килесе, ӑна кил-хуçалӑхĕнче пулӑшусем парса тӑрӑççĕ, парнесем те парса хавхалантараççĕ. «Эпĕ вĕсене хамӑн ывӑла юратнӑ пекех юрататӑп,хамӑн хуйха вĕсемпе пусарма тӑрӑшатӑп»,- тет, 80 çул урлӑ каçнӑ кинемей.

    В.Е.Киршев Афганистан çĕрĕнче вӑрçӑ хирĕнче мĕнле нуша курни пирки çав тери тĕплĕн каласа пачĕ. Хӑйĕн 18-20 çулхи тус-юлташĕсене, çав вӑрçӑ хирĕнче сахал мар куç умĕнче çухатни пирки хумханса каларĕ. Тата çак хаяр вӑрçӑран мĕн чухлĕ çамрӑк салтак сусӑрланса таврӑннӑ, çав хушӑрах В.Киршев та. Унӑн кӑкрине паянхи кун тĕрлĕрен орденсемпе медальсем çутатаççĕ.

    Çавӑн пекех пирĕн Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Сидуккасси ялĕнче 1964-мĕш çулта çуралса ÿснĕ Михаил Михайлович Самойлов та Афганистан вӑрçинче паттӑрӑн пуçне хунине пĕлчĕç шкул ачисем. Унӑн паттӑрлӑхне пысӑк хак парса, авланайман  каччӑн  çемьине  Хĕрлĕ çӑлтӑр орденĕ парса чыс тунӑ.

    Ачасем хӑнасем каласа панине çав тери тимлĕн итлесе ларчĕç. Хушӑран вĕсем çÿçенсе те илчĕç çакӑн пек хӑрушӑ хыпарсене илтсен. Москакасси ял тӑрӑхĕнче çавӑн паттӑр та маттур çынсем пулнӑ пирки, вĕсем сочиненисенче çырасса, эпир шансах тӑратпӑр.

     Юлашкинчен  хӑнасем ачасене, уйрӑмах арçын ачасене, çирĕп сывлӑхлӑ, Çĕршыва юрӑхлӑ çынсем  пулма телей те ӑнӑçу сунчĕç.

      Хӑнасене культура ĕçченĕсем асӑнмалӑх парнесем парса чыс турĕç, вĕри чейпе сӑйларĕç.

Просмотров: 440 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar