MENU
Главная » 2018 » Август » 19 » Атапай клубĕ çумĕнчи «Сурпан» ушкáн Сĕнтĕрвáрри районĕнчи Хуракассинче
16:57
Атапай клубĕ çумĕнчи «Сурпан» ушкáн Сĕнтĕрвáрри районĕнчи Хуракассинче

"Сурпан» ушкáн Сĕнтĕрвáрри районĕнчи Хуракассинче

Оригинал

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Атапай клубĕ çумĕнчи «Сурпан» ушкáн хĕрĕсем Сĕнтĕрвáрри районĕнчи Хуракассине çул тытрĕç.  Паян кунти Шкул урамĕнче панулми Спасĕн Уявĕ иртрĕ. Уява ял администрацин пуçлăхĕ Геронтьева О.В. уçрĕ. Вăл пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, çирĕп сывлáхпа пĕрле савáк кáмáл, áнáçу сунчĕ. Çакáн пек уявсем пĕр-пĕрин хушшинчи туслáха çирĕплетнине палáртрĕ.

Уяв программи савáк юрá-ташáпа, вáйá кулáпа пуян пулчĕ. Хуракасси ял тáрáхĕн пуçлăхĕ Оксана Валерьевна «Сурпан» ушкáна уява хутшáннáшáн, хаваслá юрá-кулáпа  илемлетнĕшĕн Тав хучĕ парса чысларĕ.  

Панулми Спасĕн уявĕ каçченех тăсăлчĕ. Шкулкасси урамĕсем тата вĕсен хăнисем çак уявра пулса çитнĕ çимĕçсене тата тутлă апатсене астивсе, юрласа тата ташласа савăнчĕç.

 

Просмотров: 392 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar