MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 27 » Атте-Анне çулталӑкне хаваслӑн вĕçлерĕмĕр.
14:56
Атте-Анне çулталӑкне хаваслӑн вĕçлерĕмĕр.

         Фоторепортаж

    Çĕнĕ çул çывхарса килет, Атте-анне çулталӑкне ӑсататпӑр. Çак çулталӑка Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансемпе тата артистсем тӑрӑшнипе тĕрлĕрен хаваслӑ та савӑнӑçлӑ уявсем, концертсем пулса ирттерчĕç.

    Акӑ, декабрĕн 26-мĕшĕнче, Мӑрсак ялĕнче 50 çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурӑнакан Людмила Михайловнӑпа Василий Федорович Кольцовсен çемьине саламлама çитсе килчĕç. Кунта Район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи О.В.Тимофеева, ЗАГС пайĕн ертÿçи Е.Л.Иванова, ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов тата культура ĕçченĕсем пулчĕç. Пырса кĕрсенех,çак мӑшӑра туй юррипе саламларĕç артистсем.

   Район администрацийĕ, Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе тав çырӑвĕ тата парнесем парса чысларĕç çак ĕçчен те пултаруллӑ çемьене.

     Çемье чӑмӑртаннӑранпа 50 çул çитнинине ятарлӑ кĕнеке çине алӑ пусса çирĕплетрĕç. Пурнӑç çавӑн пек хӑвӑр тиртсе кайнишĕн, куççулĕсене шӑла-шӑла илчĕç Людмилӑпа Василий Кольцовсем.

     Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç, ташласа илчĕç хӑнасем. Вӑр-вар кил хуçи хĕрарӑмĕ хӑнасене сĕтел хушшине лартмасӑр кӑларса та ямарĕ.

    Çак кунах,Москакасси культура Çуртĕнче, Атте-Анне çулталӑкне вĕçленĕ майӑн, ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем валли, тĕлĕнмелле пысӑ уяв туса ирттерчĕç Рыкакасси клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Хунав»тата Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкӑнĕсем.

    Малтанах «Хунав» ушкӑнĕн ачисем «Çӑварни» тата Мӑнкун уявĕсене тĕплĕн кӑтартса пачĕç. Вĕсем юрларĕç те, ташларĕç те, вылярĕç те. Çак ушкӑнсене Калайкасси вӑтам шкулĕн кĕçĕн класра вĕрентекенсем Н.Г. Ивановапа А.Н.Данилова çав тери ӑста ертсе пычĕç.

    Вĕсем хыççӑн Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен И.Афанасьева «Пĕчĕккĕ пуласчĕ» юрра çав тери илемлĕн шӑрантарчĕ.

  «Шураппа» ушкӑн та куракансене çĕнĕ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчĕ. С.Н.Ершова концерт программине ӑста ертсе пычĕ. Кашни номер умĕнех илемлĕ сӑмахсем тупса каларĕ, шÿтсемпе те савӑнтарма манмарĕ. Ушкӑнра пурте уйрӑммӑн юрлама ӑста. Вĕсем юрланине залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

    Культура Çурчĕн ертÿçи юлашкинчен пурне те Атте-Анне çулталӑкне вĕçленĕ ятпа ӑшшӑн саламларĕ. Ачасене çывхарса килекен Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе тутлӑ çимĕçсемпе сӑйларĕ. Ачасен ертÿçисене тата Калайкасси вӑтам шкулӑн директорнеТ.А.Ершована, ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ ячĕпетав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕ.

 

Просмотров: 303 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar