MENU
Главная » 2016 » Июль » 25 » "Çăлкуç" ушкăн Эхветь ял уявĕнче
14:59
"Çăлкуç" ушкăн Эхветь ял уявĕнче

   Фоторепортаж

  Юлашки çулсенче кашни ял тенĕ пекех çуллахи илемлĕ вăхăтра ял уявне ирттерме тăрăшать. Çак уяв чи сумли те пахисенчен пĕри пулса тăрать, мĕншĕн тесен хуть те ăçта кайса вырнаçнă пулсан та, чун-чĕре тăван кĕтесех туртать, тăван кил ăшши хăй ытамне йыхравлать.

   Эхветь ялĕнче çак уява кăçал пĕрремĕш хут ирттерчĕç. Ял варринчи уçă вырăна халăх питĕ йышлăн пуçтарăнчĕ. Кунта ял çыннисемпе пĕрле савăнма хăнасем те килсе çитрĕç. Москакасси поселенийĕн пуçлăхĕ А.Н.Матросов уява уçнă май пурне те çирĕп сывлăх сунса пысăк çитĕнусем тума сĕнчĕ, тĕрлĕ çĕрте палăрнă çынсене тав хучĕсемпе парнесем парса чысларĕ. Ял старости Васильев С.В. çак уява ирттерес çĕрте питĕ пысăк вăй хуни курăнать. Вăл ялти чи ватă çынсене, анчах пĕрлешнĕ мăшăрсене, юбилярсене, тĕрлĕ спорт вăййисенче мала тухнисене тата ыттисене те парнесемпе тав хучĕсем парса саламларĕ.

    Катькасри «Çăлкуç» пултарулăх ушкăн та çак уява çитсе килчĕ, эхветьсемпе пĕрле савăнчĕ, вĕсене хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарчĕ. Çавăн пекех кунта «Акуча» (Сыбайкасси), «Пучах» (Молкачăкасси), «Шур аппа» (Москакасси) ушкăнсем хăйсен пултарулăхĕпе уява пуçтарăннă çынсене савăнтарса хăварчĕç.

   Пĕрремĕш хут пулин те, уяв питĕ çÿллĕ шайра, интереслĕ, савăнăçлă иртрĕ. Маттурсем, эхветьсем!

   Катькасри Культура çурчĕн ертÿçи Ирина Осипова

Просмотров: 369 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar