MENU
Главная » 2019 » Июль » 22 » Çамрӑк пулас ÿнерçĕсем
16:45
Çамрӑк пулас ÿнерçĕсем

Çамрӑк пулас ÿнерçĕсем

 

Москакасси культура Çуртĕнче черетлĕ тĕл пулу паян пулас çамрӑк ÿнерçĕсемпе пулчĕ. Ачасем килнĕ çĕре культура ĕçченĕсем тĕрлĕрен ÿкерчĕксем ÿкерме хутсем, фломастер хатĕрлерĕç. Асӑннӑ вӑхӑта, çумӑр çурĕ пулин те, ачасем самаях пуçтарӑнчĕç. Кунта пĕчĕккисенчен пуçласа аслӑ классене çÿрекенсем таранах килчĕç. Дарья Чермакова вĕсене сĕтел хушшине лартса тухса хатĕрленĕ хутсене валеçсе тухрĕ. Ачасем тӑрӑшсах хут çине ÿкернĕ сӑнсене сӑрлама пуçларĕç. Сӑрланӑ хушӑрах ачасемпе тĕрлĕрен калаçусем те туса ирттерчĕ Дарья. Ачасем савӑнсах унпа калаçма тӑрӑшрĕç. Çавӑн пекех тӑваткал клеткӑсем çинче мĕнле ÿкрмелли çинчен ӑнлантарса пачĕ. Ачасем вӑл ӑнлантарнипе ÿкрчĕксем туса пычĕç. Вĕсем ÿкернĕ хушӑра аслашшĕ-асламӑшĕсем те ахаль лармарĕç, библиотекӑра хаçат-журнал вуласа ларчĕç. Культура Çуртне хирĕçле Чураковсен çемьинче икĕ ывӑл çитĕнет, вĕсенчен пĕри сусӑр ача. Вӑл пурне те ӑнланать, культура Çуртĕнче иртекен мероприятисенчен юлмасть. Юратнӑ амӑшĕ Света яланах ӑна çĕклесе килет. Паян та ӑна шӑллĕ мĕнле ÿкернине пӑхма илсе килчĕ амӑшĕ.  

Самаях тӑрӑшса ĕçлерĕç çамрӑк пулас ÿнерçĕсем. Тен вĕсенчен çитĕнсен кам та пулин паллӑ ÿнерçĕ пулĕ-ха.

Юлашкинчен хӑйсем ÿкернĕ ÿкерчĕксемпе сӑн ÿкерчĕксем ÿкерттерчĕç. Культура ĕçченĕсем ачасене савӑнмалӑх тутлӑ çимĕçсемпе парнесем парса савӑнтарчĕç, çитес кунсенче ачасене культура Çуртне интереслĕ мультфильм курма йыхравларĕç. Ачасем хаваслансах килĕшрĕç. Савӑк кӑмӑлсемпе саланчĕç вĕсем килелле.

 

 

      

      

   

 

Просмотров: 215 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar