MENU
Главная » 2018 » Июль » 2 » Çамрӑксен уявĕнчен тулли кӑмӑлпа таврӑнчĕç.
07:55
Çамрӑксен уявĕнчен тулли кӑмӑлпа таврӑнчĕç.

          Фоторепортаж

      Çулсеренех июнь уйӑхĕн юлашки кунĕсенче Раççĕй Федераций йышӑнӑвĕпе çамрӑксен уявне анлӑ та чаплӑн туса ирттереççĕ.

       Муркаш районĕ çамрӑксемпе питех те пуян. Муркашра та çулсеренех район çамрӑкĕсем валли тулли те пуян программӑллӑ уява хаваслӑн ирттереççĕ. Кӑçал та çак уява чаплӑн туса ирттерчĕç. Уяв программине хӑт кĕртме районти чылай пултаруллӑ çамрӑк артистсене йыхравларĕç. Çав хушӑрах пирĕн Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне çÿрекен çамрӑксене тата Дарья Макарова юрӑçа йыхравларĕç.

         Уява Муркаш район халӑхĕ тата çамрӑксем чылаях пуçтарӑннӑ. Питех те интереслĕ иртрĕ уяв. Москакассисем те куракансене пысӑк савӑнӑç парнелерĕç. Вĕсем ташланӑ тата юрланӑ чух тӑвӑллӑн алӑ çупса хавхалантарчĕç.

       Чылай артист сцена çине улӑхса хӑйсен пултарулӑхĕсемпе халӑха тыткӑнлама пултарчĕç. Республикӑра А.Московскипе А.Думилмн юрӑçсене палламан çын та çук пулĕ. Вĕсем юрланипе пĕтĕм Муркаш район халӑхĕ хавасланса ташласа тӑчĕ. Чылая тӑсӑлчĕ уяв. Мĕн кӑна курса савӑнмарĕ пулĕ Муркаш район халӑхĕ.

         Юлашкинчен салют пӑхса хавасланчĕç Муркашсем.

       Çамрӑксене ытларах дискотека кӑсӑклантарчĕ. Çурĕрчченех ташласа савӑнчĕç çамрӑксем тата Муркаш халӑхĕ.

Пирĕн çамрӑк артистсене пурне те уява хастаррӑн хутшӑннӑшӑн дипломсем парса чыс турĕç. Уявран хавас та тулли кӑмӑлпа таврӑнчĕç çамрӑксем.

 

Просмотров: 329 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar