MENU
Главная » 2018 » Июль » 7 » Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ Катькасра.
13:39
Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕ Катькасра.

     Утă уйăхĕн 8-мĕшĕнче Раççейре, çветуй Пётрпа Февронин асăну кунĕнче, 2008-мĕш çултанпа çулсеренех Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне уявлаççĕ. Çак çветтуйсем çемьери тăнăçлăха, килĕшÿпе юратăва упракансем шутланса тăраççĕ.

      Çак уява Катькас ял çыннисем те питĕ юратаççĕ, кашни çулах паллă тăваççĕ. Кăçал та утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче вĕсем кану паркне пухăнчĕç. Анжелика Угарова, ялти библиотекарь, пухăннă çынсене çак уяв пирки каласа пачĕ, илемлĕ юрăсенчен хатĕрленĕ клип тата çак уяв çинчен калакан буклет парнелерĕ. Тата вăл тĕрлĕ викторина ирттерчĕ, çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх пĕчĕк парнесем парса хавхалантарчĕ.

    Ялти клубра ĕçлекен Надежда Кондукторова уява пуçтарăннă çынсене илемлĕ юрăсем юрлаттарчĕ, вĕсен кăмăлĕсене çĕклерĕ. Юлашкинчен ял çыннисем пĕр-пĕрне хăйсем пĕçернĕ тутлă çимĕçсемпе сăйларĕç, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç, ăнланупа çураçулăх сунчĕç.

Просмотров: 364 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar