MENU
Главная » 2016 » Апрель » 15 » "Çĕн ял" халăх фольклор ушкăн Катькассинче
16:31
"Çĕн ял" халăх фольклор ушкăн Катькассинче

   Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Катькасри Культура çуртĕнче питĕ илемлĕ концерт пулчĕ. Артистсем аякран – Шупашкар районĕнчи Çĕн ялтан – килсе çитрĕç.  «Çĕн ял» халăх фольклор ушкăн ертÿçи – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, фольклорист – Земфира Кузьминична Яковлева. Çак ушкăна вăл 28-мĕш çул ертсе пырать. Концертмейстерĕ - Анатолий Васильевич Федоров. Концерт икĕ сехете яхăн пырать пулсан та, залра ларакан çынсем вăхăта пачах сисмерĕç – вăл питĕ хăвăрт иртсе кайнă пек туйăнчĕ пурне те. Сцена çинчен ĕлĕкхи чăваш юррисем янăрарĕç, чăваш ташшисем кăмăла çĕклентерчĕç.

   Концерт программи виçĕ пайран тăрать. Унта чăвашсен тĕрлĕ кĕтесĕсенчи юрри-кĕввисем. Тата çак ушкăнăн пĕр уйрăмлăх пур: вĕсем ыттисем юрланă юрăсене юрламаççĕ – вĕсен хăйсен репертуар. Илемлĕ ĕлĕкхи юрăсене вĕсем тĕрлĕ экспедицисене кайса çырса илеççĕ.

   Çак ушкăнта тата питĕ маттур çын пур – Фомиряков Николай Андреевич. Вăл куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарса тĕлĕнтерчĕ. Николай Андреевич юрă-ташă ăсти кăна мар иккен, вăл тĕрлĕ музыка инструменчĕсене хăй ăсталать, вĕсем çинче  калать. Клуба пуçтарăннă çынсене вăл тĕрлĕ шăхлич çинче (тăмран ăсталанинчен пуçласа кĕпçерен туни таран) выляса кăтартрĕ; параппан, шăпăр, тута купăсĕ тата ытти инструментсем çинче каласа пачĕ кăна мар, вĕсен историйĕпе те паллаштарчĕ.

   Çакăн пек интереслĕ тĕл пулу иртрĕ Катькасри Культура çуртĕнче.

Просмотров: 385 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar