MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 30 » Çĕнĕ Çул ячĕпе туссем!
15:17
Çĕнĕ Çул ячĕпе туссем!

     Фоторепортаж

   Раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнче Ярапайкасси тăрăхĕнче пурăнакансем  2018-мĕш çула ăсатса тулли кăмăлпа Çĕнĕ Çула кĕтсе илме капăр чăрăш йĕри-тавра пуçтарăнчĕç.

  Уява пухăннă халăх юрларĕ те ташларĕ, Хĕл Мучипе Юрпике выляттарнă конкурссене хутшăнчĕ. Çĕнĕ Çул  пĕрле пухăнса савăнăçлă каç ирттерме аван сăлтав.

   Çĕнĕ çул тата Раштав ячĕпе, туссем! 2018-мĕш çул пурнăçа иксĕлми телей, хĕрÿ юратупа ăнăçу илсе килтĕр! Пуриншĕн те асамлă, ырă та савăк асаилÿсемпе пуян пултăр! Кашни кун çутă йăл кулăпа савăнăç парнелетĕр! Эпир Сире пурне те уяв ячĕпе саламлатпăр, çывăх çынсен юратăвне, чун ăшшине туйса тепĕр çула та çирĕп сывлăхпа ирттерме сунатпăр!

Просмотров: 572 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar