MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 29 » Çĕнĕ çул уявĕнче – ал-ĕç ӑстисем.
15:04
Çĕнĕ çул уявĕнче – ал-ĕç ӑстисем.

     Фоторепортаж

    Москакасси культура Çуртĕнче ал-ĕç ӑстисен кружокĕ нумаях мар пулин йĕркеленнĕ пулин те, ачасем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлеме пуçлани куç-кĕретех. Вĕсем эрнере виçĕ хутччен тĕл пулаççĕ. Вĕсене Л.В.Петрова тӑрӑшсах ал-ĕçĕсем тума вĕрентет. Ачасем тĕрлĕрен ĕçсем тума хӑнӑхса пыраççĕ. Çак кружока çÿреме вĕсене пурне те килĕшет.

   Акӑ паян та вĕсем культура Çуртне Çĕнĕ Çул уявне кĕтсе илме пухӑнчĕç. Уява хӑйсем килте пĕçернĕ тĕрлĕрен тутлӑ апат-çимĕçсем илсе килчĕç. Малтанах вĕсем чӑрӑш йĕри-тавра тӑрса ташӑсем ташларĕç, кайран кашниех Çĕнĕ  Çула халалласа сӑвӑсем каларĕç. Хĕл Мучи ячĕпе вĕсене пурне те тутлӑ канфетсем парса хавхалантарчĕç.

   Кайран пурте хӑйсен тутлӑ çимĕçĕсемпе пĕр-пĕрне сӑйларĕç. Ачасем çав тери кӑмӑллӑ юлчĕç. Кайран та илемлĕ юрӑ кĕввисемпе хаваслансах ташларĕç ачасем. Киле каяс умĕн уява йĕркелекенсене тав сӑмахĕсем каласа, тулли кӑмӑлсемпе килелле саланчĕç.

Просмотров: 330 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar