MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 27 » Çĕнĕ Çул уявĕсем хавас кӑмӑлсемпе пуçланчĕç.
15:02
Çĕнĕ Çул уявĕсем хавас кӑмӑлсемпе пуçланчĕç.

    Фоторепортаж

   Декабрĕн 27-мĕшĕнче Рыкакасси клубĕнче те ачасене валли,Çĕнĕ Çул ячĕпе,савӑнӑçлӑ уяв туса ирттерчĕç культура ĕçченĕсем. Хитре илемлетнĕ клуба лӑк туллии ачасемпе ашшĕ-амӑшĕсем, аслашшĕ-асламӑшĕсем пуçтарӑнчĕç. Малтанах Н.М.Кондукторова ачасене мĕн чухлĕ Çĕнĕ çул юрри-ташшине баянпа выляса юрлаттарса –ташлаттармарĕ пулĕ.

   Çĕнĕ Çул Хĕл Мучипе Юр Пикесĕр иртмест -çке. Ачасем çакна çулталӑк тӑршшĕпех кĕтнĕ. Вĕсем пурте харӑссӑн кӑшкӑрса, вĕсене хӑйсем патне тухма йыхравларĕç. Малтанах ачасем патне Юр Пике чупса тухрĕ, хӑй çул çинче Хĕл Мучине çухатса хӑварнӑ пирки ачасене хурланса каласа пачĕ, ӑна çӑлма ачасене пулӑшма ыйтрĕ. Чӑнах та ачасем пулӑшнипе кĕçех зала Хĕл Мучи те кĕчĕ. Вӑл пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе саламларĕ, ачасене хӑй юратнӑ юррине юрласа пама ыйтрĕ. Ачасем чӑрӑш йĕри-тавра карталанса, «В лесу родилась Ёлочка» юрра хаваслансах юрларĕç. Хĕл Мучипе Юр Пикене савӑнтармаллипех савӑнтарчĕç кунта пуçтарӑннӑ ачасем. Мĕн тери илемлĕ маскӑсемпе килмен пулĕ, кам кӑна çук пулĕ кунта, пӑхса ытармалла мар. Ачасем тата тӑрӑшсах пĕрин хыççӑн тепри Хĕл Мучине сӑвӑсемпе, юрӑсемпе тата ташӑсемпе хавхалантарса тӑчĕç. Хĕл Мучипе Юр Пике вĕсене пурне те тутлӑ канфетсемпе сӑйларĕç. Хĕл Мучи вара, ачасене чӑвашла сӑвӑсем, юрӑсем ытларах вĕренме хушрĕ. Килес çул çакӑншӑн пысӑк тортпа килесси çинчен пĕлтерчĕ. Ачасем вара хаваспах килĕшрĕç. Кунта та ачасемпе Калайкассинче вĕрентекенсем: Е.П.Павловăпа Н,В.Никольская тӑрӑшни палӑрчĕ. Вĕсене те Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕ Хĕл Мучи.

    Ачасемшĕн те ашшĕ-амӑшĕсемшĕн те чӑн-чӑн пысӑк уяв пулчĕ çак кун. Рыкакасси клубĕнче вӑй хуракан К.М.Дорожновапа ӑна хуткупӑспа пулӑшса пыракан Н.М.Кондукторована çав тери пысӑк тав сӑмахĕ калас килет. Вĕсем тӑрӑшнипе çакӑн пек пысӑк уяв пулса иртрĕ ĕнтĕ çак пысӑках маар клубра.

 

   Каçхине вара ял тӑрӑхĕнче вӑй хуракансем, депутатсем, старостӑсем тата культура ĕҫченĕсем Çĕнĕ çул уявне паллӑ тума туллии кĕрекене пуçтарӑнчĕç. Вĕсене малтанах ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов иртсе каякан Çĕнĕ Çулпа ӑшшӑн саламласа, ял тӑрӑхĕнче 2017-мĕш çулта туса ирттернĕ ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Çак ĕçсенче ял старостисемпе, депутатсем тата ял халӑхĕ пысӑк тÿпе хывни пирки те калама манмарĕ. Малашне те пĕрле ĕçлесе пыма ӑнӑçу сунчĕ.

    Кĕçех вĕсем патне те Хĕл Мучипе Юр Пике килсе çитрĕç. Вĕсем пурне те иртсе каякан Автан çулĕпе тата çыхарса килекен Сарӑ йытӑ çулĕпе саламларĕç. Юрлаттарчĕç те ташлаттарчĕç вĕсене, сӑвӑсем те калаттарма манмарĕç. Уява килнисем хаваспах пĕрин хыççӑн тепри сӑвӑсем каларĕç, юрӑсем юрларĕç, ура хуçса та ташласа кӑтартрĕç Хĕл Мучипе Юр Пикене.

    Хӑйсем тухса каяс умĕн, çитес çул пурне те пысӑк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма ӑнӑçусем сунчĕç асмçӑсем.

   Çак уяв каçĕ пуриншĕн те усӑллӑ пулчĕ. Пĕр-пĕринпе малашлӑх пирки чылай калаçрĕç кунта пуçтарӑннӑ ялти сумлӑ çынсем. Малашне те пĕрлех пуласчĕ терĕç юлашкинчен.

 

Просмотров: 293 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar