MENU
Главная » 2016 » Январь » 23 » Çĕнĕ Çула - тулли кăмăлпа
12:14
Çĕнĕ Çула - тулли кăмăлпа

   Фоторепортаж

  Хаваслă кăмăлпа иртрĕ кивĕ Çĕнĕ Çул уявĕ Москакасси культура Çуртĕнче.

   Культура Çуртне хисеплĕ те сумлă аслă ăрури çынсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем чылайăн пуçтарăнчĕç. Кăçалхи çул çак Кивĕ Çĕнĕ Çул уявне çак асăннă çынсемпе пухăнса ирттерес терĕç Ветерансен канашĕ тата культура ĕçченĕсем. Çĕнĕ Çул кĕрекине тутлă кукăль - çăмахпа, тĕрлĕ -тĕрлĕ салатсемпе, сим - пыл сăрапа илемлетрĕç килнĕ хăнасем. Пĕр - пĕринпе тĕл пулнишĕн чунтан савăнса калаçрĕç, тутлă çимĕçсемпе сăйланчĕç уява пухăннисем.

   Кĕреке хушшине ларсан, Ветерансен канашĕн ертÿçи, В.Беспалова пурне те Çĕнĕ Çул уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ, нумай çул пурăнма ырлăх - сывлăх сунчĕ, ветерансен канашне йĕркелесси пирки пĕлтерчĕ. Пуçтарăннисем кашни ялтанах пĕрер çынна çак Канаша суйласа хăварчĕç. Малашне çак уява çулсеренех ирттерес пирки асăнса хăварчĕ В.Беспалова.

   Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи те пухăннисене чунтан саламласа Çĕнĕ Çула лайăх кăмăл - туйăмсемпе пурăнса ирттерме телей, вăрăм кун - çул сунчĕ. Кашниех пĕр - пĕрне саламларĕç çак асăмлă уяв ячĕпе. Мирлĕ пурнăç сĕнчĕç пĕр - пĕрне, вăрçă кăна ан пултăрччĕ терĕç.

   Сĕтел хушшинчен тухсан, Г.Голубева, пурне те культура Çучĕн илемлĕ залне йыхравларĕ. Кунта вара савăнăçлă вăйă -кулă, хаваслă юрă -кĕвĕ, ташă хыççăн ташă янăраса тăчĕ. Кĕçех вĕсене Хĕл Мучипе Юр Пике те саламлама та килсе çитрĕç. Хĕл Мучи хăйĕн миххине парнесем чиксе килме те манман. Тĕрлĕрен сăвăсем калаттарчĕç, юрăсем юрлаттарчĕç, ташăсем ташлаттарчĕç, вăйăсем выляттарчĕç, пурне те пылак çимĕçсемпе сăйларĕç Хĕл Мучипе Юр Пике. Чăнах та ачалăхри вăхăтах аса илчĕç пухăннă хăнасем. Пĕчĕк ачасем пекех сăввине те, юррине те, ташшине те, вăййине те тулли кăмăлсемпех хутшăнчĕç аслă ăрури сумлă çынсем.

   Сидуккаси ялĕнче пурăнакан В.Михайлова «Шураппа» ушкăнне çÿрекенсене валли хăйĕн аллисемпе енчĕксем çыхса хатĕрлесе килнĕ.

   Çак ялтах пурăнакан Р.Яндушкина та культура ĕçченĕсене парнесем парса чыс турĕ.

   Юлашкинчен лотерея вылявĕ те туса ирттерчĕç пухăннисемпе. Пурте асăнмалăх парнесем выляса илчĕç. Çак уявпа вара çав тери кăмăллă юлчĕç пухăннă хăнасем. Татах çавăн пек тĕл пулусем туса парасса шансах тăчĕç пурте. Çакăнта кăна ытларах пĕр - пĕринпе тĕл пулма пултаратпăр - çке терĕç, - килелле саланнă майăн.

Просмотров: 439 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar