MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 23 » Çĕнтерÿçĕ çÿпçине пуянлатрӑмӑр
10:10
Çĕнтерÿçĕ çÿпçине пуянлатрӑмӑр

 

Москакасси культура Çуртĕнче маттур та пултаруллӑ ертÿçĕсем ĕçлеççĕ. Акӑ вĕсем: Ирина Петрова -28 çул, Радимир Семенов: 10 çула яхӑн, Сергей Николаев 6 çула яхӑн тата Дарья Чермакова 2-мĕш çул культура шайне çÿле çĕклес тесе пĕтĕм вӑя хурса тӑрӑшаççĕ. Çав хушӑрах районта, Республикӑра, Раççей шайĕнче тата тĕрлĕ халӑхсем хушшинче иртекен фестиваль – конкурсене хутшӑнма тӑрӑшаççĕ.

  Черетлĕ IIфестиваль – конкурс «Возьмемся за руки, друзья!» Республикӑри халӑхсен Туслӑх Çуртĕнче ноябрĕн 22-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Çак конкурса Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи пултаруллӑ юрӑçсемпе ташӑçӑсем хутшӑнма кӑмӑл турĕç. Дарья Чермакова  çамрӑк хĕрачасемпе вокал пултарулӑх ушкӑнĕ нумаях пулмасть йĕркеленĕ пулин те, çак конкурса хутшӑнса килсе хӑйсем маттуррине кӑтартма пултарчĕç:

- «Вокал» номинацинчи ансамбль-трио «Чӑваш ен! юрӑпа Iстепенлĕ диплом тата парне;

- «Вокал» номинацинче Дарья Чермакова «За тихой рекою» юрӑпа Iстепенлĕ диплом тата парне;

- «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн 4 пики Пушкӑрт ташшипе IIстепенлĕ диплом тата парне çĕнсе илчĕç.

Ку пирĕншĕн çав тери пысӑк кĕтменлĕх пулчĕ. Конкурсра мĕн чухлĕ конкурсантсем пулчĕç. «Эпир çак ушкӑнсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулассине пачах та кĕтменччĕ» -терĕç Москакасси артисчĕсем.

Пирĕн çÿпçе каллех тепĕр виçĕ çĕнтерÿпе пуянланчĕ.

Çак ушкӑнсен ертÿçисене: Дарья Чермакована, Радимир Семенова тата Ирина Петрована пĕтĕм чунтан саламлатпӑр. Малашне те пысӑк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма çирĕп сывлӑх, телей сунатпӑр!

 

Просмотров: 202 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar