MENU
Главная » 2018 » Май » 3 » «Чăваш пулнишĕн савăнатăп» кану каçĕ Юнкăри культура çуртĕнче
16:35
«Чăваш пулнишĕн савăнатăп» кану каçĕ Юнкăри культура çуртĕнче

     Юнкăри культура çуртĕнче  «Чăваш пулнишĕн савăнатăп» кану каçĕ иртрĕ. Ку уява эпир чăваш чĕлхин кунне тата  чăвашсен аслă вĕрентекенĕмĕр  И.Я.Яковлев çуралнăранпа 170 çул тултарнине халалларăмăр. Кану каçĕн программинче  «Юнкă  пики» конкурс тата  концерт пулчĕ. Юнкă клубне куракансем йышлă пуçтарăнчĕç.  Уяв И.Я.Яковлев çырнă «Лаша шырани» юмаха ачасем выляса кăтартнипе  пуçланчĕ. Ҫакăнтах куракансене унăн  калăвĕсемпе паллаштарчĕç.

     «Юнкă пики» конкурсра хутшăнма кăмăл тунă çамрăк хĕрсем, чăнах та «илемлĕ чăваш чĕлхи, илемлĕ чăваш  юрри, илемлĕ чăваш ташши, илемлĕ чăваш тĕрри» пулнине тĕрлĕ енлĕ конкурссенче кăтартса пачĕç.  Чăваш хĕрĕсем  тутлă апат – çимĕç пĕçерме, чустапа ĕçлеме те маттур пулчĕç.  Ҫакăнпа пĕрлех алă-ĕç конкурсĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Маттур пикесем  конкурссене хатĕрленнĕ вăхăтра курма килекенсем темĕн тĕрлĕ  юрă-ташă, кулăшсем, сценкăсем курса савăнчĕç. Кану каçĕ питĕ савăнăçлă иртрĕ.

    Конкурсанткăсем тĕрлĕрен номинацисенче дипломсене  тата асăнмалăх парнесене  тивĕçрĕç.

    Курма килнĕ çынсем кану каçĕнче  «Ман юратнă Чăваш ен» ӳкерчĕксен выстăвкипе паллашма пултарчĕç.

Просмотров: 272 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar