MENU
Главная » 2016 » Февраль » 1 » «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс пĕрремĕш Турайра иртрĕ
10:15
«Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль-конкурс пĕрремĕш Турайра иртрĕ

    Фоторепортаж

     Кăçалхи çул та пирĕн районта пултаруллăх ушкăнĕсен «Чечеклен, юратнă  Муркаш ен!» фестиваль-конкурса ирттерме палăртнă. Фестиваль-конкурса 2016 çулта Раççейри Кино çулталăкне тата Чăваш енри Ĕç çыннин çулталăкне халалланă.

    Кăрлачăн 29-мĕшĕнче Мăн Токшик клубĕнче Турайри культура ҫурчĕ ҫумĕнчи, Анаткасри культура ҫурчĕ çумĕнчи  художествăлла пултаруллăх коллективĕсем  тата Мăн Токшик культура ҫурчĕ ҫумĕнчи  «Тăванлăх»  халăх фольклор ушкăнĕ ҫак фестивале «уҫаканĕсем» пулчĕҫ, ял ҫыннисене тата жюри членĕсене  хăйсен пултаруллăхĕпе конкурсра пĕрремĕш паллаштарчĕç.

   Фестиваль-конкурса Турай ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Н. А. Павлов уҫрĕ.  Вăл пурне те  ҫак конкурса хутшанакансене ăнăҫу сунчĕ. Кашни пултаруллăх коллективĕ курма килнĕ ҫынсене концертăн ҫĕнĕ программипе паллаштарчĕ. Фестиваль-конкурсра тӗрлӗрен юрӑ-кӗвӗ, сӑвӑ, ташă, шӳтлӗ сценкӑсем пулчӗҫ. Куракансем вара кашни коллективах ăшшăн кĕтсе илчĕҫ, тăвăллăн алă ҫупса хавхалантарчĕҫ. Жюри членĕсем те коллективсен пултаруллăхĕпе кăмăллă пулчĕҫ.

    Уявра Мăн Токшик ялĕнче пурăнакан ал ӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ,  вăл  питĕ пуян пулнă. К. Антонова, Г. Кулакова, Г. Егорова, А. Терентьева, Г. Григорьева, В. Никитина ав ҫекӗлпе тата йӗппе  хитре тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, капӑр  тĕрĕсем тӗрленӗ.  Алӑ ӗҫӗсен шучӗ те ҫук - кашниех хӑйне май илемлĕ.  

   «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль -  конкурс куракансен кӑмӑлне ҫӗклерĕ, ял-халăх чӗринче ăшă кăмăл-туйăм ҫуратрӗ.

Просмотров: 419 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar