MENU
Главная » 2016 » Февраль » 8 » Куракансем килĕсене тулли кăмăлсемпе шăкăл-шăкăл калаçса саланчĕç
08:27
Куракансем килĕсене тулли кăмăлсемпе шăкăл-шăкăл калаçса саланчĕç

   Фоторепортаж

  Москакасси ял тăрăхĕнче икĕ культура Çурчĕ вырнаçнă. Çак культура Çурчĕсенче 4 пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Февралĕн 4-мĕшĕнче çак ушкăнĕсем сумлă жюри тата халăх умĕнче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Культура Çуртне халăх йышлă пухăнчĕ. Асăннă вăхăтра малтан сцена çине Рыкакасси клубĕ çумĕнчи ача - пăча ушкăнĕ тухрĕ. Ачасем гитарăпа та аккордеонпа та выляса куракансене тĕлĕнтерчĕç, юрлакансем те куракансене савăнтарчĕç.

   «Шураппа» фольклор ушкăнĕ хăйсен çĕнĕ юрри - кĕввипе халăха паллаштарчĕ. Елена Пушкина вара шурă шупăрпа тухса «Мĕнле пурăнан, аякри тăван?» юрăпа пурне те тыткăнларĕ. Палина Никифоровăпа Галина Шалтынова шăрантарнă юрăсем те пурин кăмăлне уçрĕ. Софья Ершова çак ушкăна виçĕ çул ытла ĕнтĕ ăста ертсе пырать.

   «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн программи анлă та тĕрлĕ жанрлă пулчĕ. Кашни тухакан артистах тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç куракансем. Тĕрлĕрен çĕнĕ юрăпа ташă сюитисемпе тĕлĕнтерчĕç. Ольгăпа Евгений Тимофеевсем юрланине çав тери ăшшăн кĕтсе илчĕç. Арçынсен, хĕрарăмсен ушкăнĕсем юрланисем те пурне те савăнтарчĕç. Ташă ушкăнĕ концерт программине илем кÿчĕ. «Нарспи» поэмăри сыпăксене Москакасси вăтам шкулĕнче вĕренекен ачасем çав тери хумханмалла выляса пачĕç. Любовь Ванюшкинăпа Прасковья Лебедева Н. Захаров çырнă «Чĕкеçсем» спектакльти пĕр сыпăкне çав тери ăста вылярĕç.

  «Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушкăнĕн артисчĕсем те çав тери савăнтарчĕç куракансене. Кунта Е.Тимофеев, В.Макарова, Д.Макарова, С.Николаев, Р.Семенов хăйсем чĕрĕ сасăпа юрланă юррисемпе савăнтармаллипех савăнтарчĕç куракансене. Виçĕ сехете яхăн тăсăлчĕ çак концерт.

  Куракансем паллах, килĕсене тулли кăмăлсемпе шăкăл-шăкăл калаçса, килĕсене саланчĕç. Тухса каяс умĕн артистсене тав сăмахĕсем калама та манмарĕç.

Просмотров: 349 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar