MENU
Главная » 2018 » Май » 1 » Чи пулталуллисем - сцена çинче.
18:02
Чи пулталуллисем - сцена çинче.

    Çут тĕнче чĕрĕлсе пырать, таврара йывӑç-курӑк чĕрĕлет, чечексен ырӑ шӑрши чуна уçать. Майӑн 1-мĕшĕ, çурхи уявӑн чи илемлĕ кунĕ.  Çак кун, пур çĕрте те уява хаваслӑн кĕтсе илеççĕ.

     Эпир, Москакасси культура Çуртĕнче вӑй хуракансем, ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене тивĕçлĕ кану кунĕ туса парас тесе, «Алло, эпир талантлисене шыратпӑр!» ятпа II мĕш фестиваль-конкурса Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан çамрӑк юрӑçсем хушшинче туса ирттерĕмĕр. Конкурса хутшӑнма «Колокольчик» ача сатĕнчи, Москакасси вӑтам шкулĕнчи тата Москакасси культура Çуртне эстрада кружокне çÿрекен пултаруллӑ юрӑçсем хутшӑнма кӑмӑл турĕç.  Конкурса уйрӑмӑн, икшерĕн, виçшерĕн тата ушкӑнпа юрлакансем хутшӑнчĕç.

Акӑ вĕсем, çамрӑк юрӑçсем:

- «Белчата» ушкӑн - Настя Антонова, Диана Белова;

- Женя Рыжкова;

- Арсений Тимофееев;

- Максим Поркин;

- Ирина Афанасьева;

- Екатерина Бирюкова;

- «Девчата» ушкӑн: Екатерина Феоктистова, Аня Столярова тата Екатерина Бирюкова

     Вĕсен ĕçне тивĕçлĕ хак паракан тÿресем çаксем пулчĕç: Радимир Семенов, Вера Макарова, Галина Голубева тата Ольга Тимофеева.

   Конкурс пуçланиччен, сцена çинче Москакасси вӑтам шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекен ачасем «Мӑнкун» йӑли-йĕркине кӑтартса пачĕç. Вĕсене вĕрентекенĕ тата ертсе пыраканĕ Наталья Александровна Миронова пулчĕ. Çак пултаруллӑ ушкӑн кӑçалхи çул, Республика шайĕнче ирттернĕ «Чӑваш ачи чӑвашах» конкурсран II степенлĕ çĕнтерÿçĕ пулса таврӑннӑ.

    Конкурса йĕркелесе тата ертсе пыраканĕ Дарья Макарова пулчĕ. Илемлĕ сӑвӑ йĕркисем шӑрçаланӑ хыççӑн, Дарья тата Вера Макаровӑсем «Не забывай» юрӑпа фестиваль-конкурса уçрĕç.

     Конкурса хутшӑнакансем сцена çинче хӑйсене чӑн-чӑн артист пекех тытрĕç. Чӑвашла та вырӑсла юрӑсене чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕç. Кашни юрӑçӑх курма килнисем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Вӑтам ушкӑна çÿрекен пултаруллӑ ташӑçӑсем те куракансене çĕнĕ номерсемпе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç (ертÿçи Ирина Петрова).

     Тÿресем конкурсӑн пĕтĕмлетĕвне тума кайсан, залра ларакансемпе Д.Макарова тĕрлĕрен интереслĕ вӑйӑсем туса ирттерчĕ. Вӑййисене музыкӑпа çыхӑнтарса ирттерчĕ. Залра ларакансем хаваслансах çак вӑйӑсене хутшӑнчĕç.

    Тÿресем çамрӑк юрӑçӑсене чӑннипех тивĕçлĕ хак пачĕç. Конкурса хутшӑнакансем пурте çĕнтерÿçĕсем пулса I тата II степенлĕ лауреатсем пулса тӑчĕç.

     Конкурса хутшӑнакансене, юрлама - ташлама вĕрентекен ертÿçĕсене, ертсе пыракансене, Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе, тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç.

      Чӑннипех те пултаруллӑ та маттур артистсем çитĕнеççĕ Москакасси ял

тӑрӑхĕнче. Килес çула тата та вӑйлӑрах юрӑсемпе тухма шантарчĕç çамрӑк юрӑçсем.

     Пурин кӑмӑлне те кайрĕ çак фестиваль-конкурс. Уйрӑмах ашшĕ-амӑшĕсем чунтанах савӑнчĕç хӑйсен пултаруллӑ ачисемшĕн. Тав сӑмахĕсем каласа, тулли кӑмӑлсемпе саланчĕç килелле уява килнисем.

Просмотров: 284 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar