MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 23 » Чи туслӑ çемье
16:58
Чи туслӑ çемье

Чи туслӑ çемье

 

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Муркашри культура Çуртĕче Аннесене халалласа «Эпĕ тата анне!» пысӑк уяв конкурсĕ пулса иртрĕ. Конкурса районти ял тӑрӑхĕсенчи чи пултаруллӑ çемьесем хутшӑнчĕç. Конкурса хутшӑнакан çемьесене культура Çурчĕсенчи ĕçченсем хатĕрленĕ. Питех те тĕплĕн хатĕрленннĕ кӑçалхи конкурса. Сцена çине пĕтĕмпе 15 çемье тухма пултарчĕ. Москакасси ял тӑрӑхĕнчен Ивановка ялĕнче пурӑнакан Рыжковсен çемьи хутшӑнчĕ çак конкурса. Амӑшĕ Нелли Александровнапа икĕ юратнӑ хĕрĕ Женя тата Таня хутшӑнчĕç конкурса.  Вĕсем виççĕшĕ те сцена çине çак уява валли ятарласа Нелли амӑшĕ çĕленĕ илемлĕ çипуçпа тухрĕç.

Конкурса хутшӑнакан çемьесене Муркашри культура Çурчĕн директорĕ, И.А.Смирнов, çывхарса килекен Аннесен уявĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа конкурсра пурне те хастар пулма ӑнӑçу сунчĕ.

Пĕрремĕш конкурсра Женя хӑйĕн çемьи пирки сӑвӑлласа илемлĕн те çепĕççĕн каласа пачĕ. Ăна пурте тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Çав хушӑрах экран çинче хӑйсен çемьи пирки хатĕрленĕ слайд пӑхма пултарчĕç куракансем.

Иккĕмĕш конкурс вара пултарулӑх конкурсĕ пулчĕ. Женьӑпа Таня амӑшне саламласа «Анне» юрӑна парнелерĕç. Ку конкурсра та вĕсем хӑйсем маттур пулнине кӑтартма пултарчĕç.

Тÿресем çак ĕçсен пĕтĕмлетĕвне тума залран кайсан, куракансене районти пултаруллӑ юрӑçсем илемлĕ юрӑсемпе савӑнтарчĕç. Çав хушӑра Москакасси ялĕнче пурӑнакан Тимофеевсен çемьи те пулчĕ.

Пĕтĕмлетÿ вара çапла пулчĕ. Пур çемье те тĕрлĕ номинацисемпе çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. Пирĕн Рыжковсен çемьи вара - «Чи туслӑ çемье» ятне çĕнтерсе илчĕ. Вĕсем чӑннипех те туслӑ çемье пулнине кӑтартса пачĕç çак конкурсра. Эпир те вĕсене культура Çурчĕн ĕçченĕсем çак çĕнтерÿпе чунтан тав тӑватпӑр. Малашне те çапла килĕштерсе пурӑнма телей сунатпӑр!

 

Просмотров: 206 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar