MENU
Главная » 2016 » Октябрь » 10 » Чуна уçакан концерт
14:56
Чуна уçакан концерт

Октябрĕн 8-мĕшĕнче Москакасси культура Çуртĕнче концерт пулассине пĕлтерсен, юрра-ташша кӑмӑллакансем хаваспах культура Çуртнелле утрĕç. Асӑннӑ вӑхӑтра чаршав уçӑлчĕ. Ертсе пыракан, П.Лебедева, сезон уçӑлнӑ ятпа пурне те ӑшшӑн саламласа, концерта уçма ыйтрĕ.

Уяв концертне «Шуçӑм», халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ «Ахаяс» юрӑпа ташӑ композицийĕпе уçрĕ. Тӑвӑллӑн алӑ çупса кĕтсе илчĕç куракансем артистсене. Мĕн тĕрле кӑна юрӑ-кĕвĕ шӑранмарĕ пулĕ уяв каçĕнче. Ташшисем те пурин кӑмӑлне те кайрĕç.

«Шураппасем» вара çĕнĕ юрӑ-ташӑсемпе халӑха савӑнтарчĕç. Кашни номерĕ хӑйне май интереслĕ.

Уйрӑммӑнах пĕччен юрлакансене çав тери ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Е.Тимофеев, Р.Семенов, Д.Макарова тата С.Николаев юрланă юăрсем пурин кӑмӑлне те савăнтарчĕҫ. Арçынсен, хĕрарӑмсен ушкӑнĕсем тата Ольгӑпа Евгений Тимофеевсем юрланисене те кӑмӑллӑн йышӑнчĕç çак каç. Ертсе пыракан шÿтлесе илме те манмарĕ.

Концерт программи тĕрлĕ жанрлӑ пулчĕ. Композиторсен, халӑхсен тата эстрада юррисем шӑранчĕç, тĕрлĕ халӑх ташшипе тĕлĕнтерчĕç çамрӑксем куракансене. М.Петрова «За тихой рекой» ташӑна çав тери ӑста ташласа пачĕ. «Çакӑн пек тĕрлĕ енлĕ концерта пӑхма çав тери кӑмӑллӑ пулчĕ» - терĕç куракансем.

Юлашкинчен пурте пĕрле тӑрса «Кĕрекене лар-ха теççĕ» юрӑпа концерта вĕçлерĕç Москакасси артисчĕсем. Çапла вара, Москакассисем хӑйсен пултарулӑх ушкӑнĕсен черетлĕ сезонне ӑнӑçлă пуçларĕç.

Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева

Просмотров: 382 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar