MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 1 » Чыс та хисеп сире, хисеплĕ асатте-асаннесем!
14:13
Чыс та хисеп сире, хисеплĕ асатте-асаннесем!

     Рыкакасси ялĕ пысăках мар пулин те, кунти халăх çăв тери туслă. Тĕрлĕ уявсене яланах пĕрле пуçтарăнса пĕр килти пек туса ирттерме тăрăшаççĕ.

     Акă октябрĕн 1-мĕшĕнче те вĕсем ял клубне хаваспах пуçтарăнчĕç. Аслă ăрури çынсене хисеп туса кунта йĕркеленнĕ пултарулăх ушкăнĕ ятарласа концерт программи те хатĕрленĕ.

    Концерта ял тăрăхĕн депутачĕ В.П.Акимова ăста ертсе пычĕ. Малтанах залра ларакан асаннесене уяв ячĕпе чĕререн саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Чăвашла та вырăсла та шăрантарчĕç Рыкакасси артисчĕсем. Кашни юррах тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç куракансем.

      Кунта та Москакасси ял тăрăхĕ ячĕпе сумлă юбилярсем асăнмалăх парнесем илме тивĕçрĕç.

    «Передовик» ял хуçалăхĕнче нумай çул хушши бригадир пулса ĕçленĕ А.Малинова, хăй вăхăтĕнче малти ретре пулас тесе, çынсенчен юлас мар тесе, çĕрне –кунне пĕлмесĕр ĕçленĕ пирки питĕ интереслĕ каласа пачĕ. Пĕррехинче çĕрулми вăрласа каясран, уя хăйĕн йыттипе сыхлама каять. Çĕрле хăй те сисмест, унăн йытти будкăран вăшт çеç тухса чупать. Унччен те пулмасть, урамра кăшкăрни илтĕнсе каять. Бригадир хăвăртрах тухса чупать. Ак тамаша, унăн йытти такама çĕр çинче йăвалантарать. Алевтина йыттине çынран уйăрать те тĕлĕнсех каять, ун умĕнче уя районтан тĕрĕслеме килнĕ милиционер тăра парать. Милиционер бригадир ял-хуçалăхăн туприне çавăн сыхлама пултарнишĕн тав туса уйăрăлса утать Рыкакасси уйĕнчен.Темĕн те пулать çавă пурнăçра.

       Концерт вĕçленсен пурте тулли кĕреке хушшине ларса тухрĕç. Кĕрекине вара клуба килекен кашни çыннах килте пĕçернĕ тутлă апат-çимĕçпе тултарчĕ. Мĕн кăна пĕçерсе килмен пулĕ, мĕнле кăна салат çук пулĕ, ресторанти пек. Пурте пĕр-пĕрне сăйлама пикенчĕç кунта.

   Çак каçах Рыкакасси ялĕнче пурăнакан В.Любимован юбилейне те çитме йĕлкĕрчĕç артистсем. Питех те ăшшăн кĕтсе илчĕ кил хуçи хăйĕн ачисемпе, мăнукĕсемпе. 55 çул тултарчĕ çак пултаруллă хĕрарăм. Хăй утса çӳреймест пулин те кил таврашĕнче темĕн те тума пĕлет. Кукăль-çăмахне те çав тери тутлă пĕçерет, ылтăн аллисемпе вара, мĕн кăна çыхса тăхăнтартмасть пулĕ хăйĕн юратнă ачисемпе мăнукĕсене. Парнелĕх те чылай çыхать. Хисеплĕ те сумлă юбиляра артистсем илемлĕ юрăсем парнелерĕç, ял тăрăхĕ ячĕпе тата хăйсен ячĕпе парнесем парса чыс турĕç. Çакăншăн чунтанах савăнса тав сăмахĕ каларĕ юбиляр.

   Хаваслă иртрĕ уяв каçĕ Рыкакасси ялĕнче. «Малашне те çапла пĕрлех килĕштерсе пурăнасчĕ»- терĕç килелле саланнă май ял çыннисем.

        Москакасси культура Çурчĕн ертӳçи Г.Голубева

Просмотров: 385 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar