MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 28 » Çулсем, çулсем – иртеççĕ сисĕнмесĕр
16:00
Çулсем, çулсем – иртеççĕ сисĕнмесĕр

Çулсем, çулсем – иртеççĕ сисĕнмесĕр

 

Паян, Москакасси ялĕнче пурӑнакан, Неонила Степановна Белова 103 çул тултарчĕ. Çак сумлӑ çула палӑртма Чӑваш телевиденийĕнчен килсе çитрĕç. Çавӑн пекех унӑн тӑванĕсем: ачисем, мӑнукĕсем, кĕçĕн мӑнукĕсем тата сумлӑ хӑнасем пуçтарӑнчĕç.

Александр мӑнукĕ асламӑшĕ валли чаплӑ парне илсе килчĕç. Н.С.Белован йӑхĕ пирки пысӑк стенд туса кӑларнӑ. Çакна тумашкӑн сӑлтавĕ те пысӑк. Паянхи кун Асаннен 6 ачи (Людмила хĕрĕ вилнĕ) тата çемьисем, 10 мӑнукĕ çемьисемпе, 21 кĕçĕн мӑнукĕ (иккĕшĕ мӑшӑрланнӑ) тата вĕсен ачисем виççĕн.

Малтанах Москакасси ял тӑрӑхĕ ячĕпе Хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи Галина Голубева сӑмах илчĕ. Вӑл Неонила Степановнӑна çак вӑрӑм кун-çула çирĕппĕн утса тухнӑ ятпа чун-чĕререн ӑшшӑн саламларĕ. Москакасси ял тӑрӑхĕнче çавӑн пек вӑрӑм кун-çула çитнĕ çын пурришĕн чунтанах мухтанса та хавхаланса каларĕ Г.Голубева. Малашне те çакӑн пек хастар вӑй-халпа утса, 105 çула çитме телей те çирĕп сывлӑх сунса асӑнмалӑх чечек çыххипе парнесем парса хавхалантарчĕ асаннене.

Ун хыççӑн телевиденинчен килнĕ хӑнасем ӑна экран умне лартса унӑн пурнӑçĕ пирки самаях калаçтарчĕç. Чылай вӑхӑт хушши сахал мар хура – шурне тÿссе ирттернĕ пурнӑçĕ пирки хумханса куççулĕ витĕр каласа пачĕ Неонила Степановна. Москакасси артисчĕсемпе пĕрле юррине те шӑрантарчĕ, ташшине те ташларĕ вӑр-вар кинемей.

Килнĕ хӑнасем те асаннене ырӑ сӑмахсем каласа парнесем парса чысларĕç. Хӑнасене сĕтел хушшине лартса шÿрпепе, кукӑль-çӑмахпа тата тĕрлĕрен апат-çимĕçпе сӑйларĕ Беловсен çемьи.

«Манӑн ватӑлма пачах та вӑхӑт çук. Ваççа ывӑлӑм кашни кун 1 мĕш хутран 3-мĕш хута кунне 10 анса хӑварма хушрĕ. Вӑт çавна кашни кун тума тӑрӑшатӑп. 8 хут анса хӑварсан вара, ывӑнсах çитетĕп»,- терĕ юлашкинчен.

Хӑнасем тухса каяс умĕн ӑна малашне те çавӑн пек вӑй –халпа пурӑнма ӑнӑçу та çирĕп сывлӑх сунчĕç.

 

      

      

 

Просмотров: 245 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar