MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 4 » Çÿлтикассинче - «Эчкерен çӑлтӑрĕсем».
09:15
Çÿлтикассинче - «Эчкерен çӑлтӑрĕсем».

     Фоторепортаж

     Иртнĕ шӑматкун, декабрĕн 2 – мĕшĕнче, Москакасси культура Çурчĕн артисчĕсем, Шупашкар районе кĕрекен Çÿлтикасси ялĕнчи çыннисене,хӑйсен пултарулӑхĕпе паллаштарма çитсе килчĕç. Ытла хытӑ юр çунӑран, культура Çуртне куракансем сахалтарах пуçтарӑннӑччĕ. Çапах та вĕсем Москакасси артисчĕсене çав тери ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Кашни юрлакан-ташлаканах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Концертра чӑваш, вырӑс композиторĕсен илемлĕ эстрада юррисем янӑрарĕç. Ташлакансем вара тĕрлĕ ташӑсемпе куракансене тыткӑнларĕç. Ертсе пыракан, П.Лебедева, тĕрлĕрен шÿтсемпе савӑнтарсах тӑчĕ.

   Концерт вĕçленсен, сцена çине культура Çурчĕн ертÿçи Светлана Николаевна Мартьянова улӑхса, артистсене тав сӑмахĕсем каларĕ. Концерт программи пĕтмпех чĕрĕ сасӑпа янӑрани вĕсене çав тери савӑнтарнине пĕлтерчĕ. Çакӑн пек илемлĕ концертсемпе татах килсе халӑха савӑнтарма ӑнӑçу сунчĕ. Çак сӑмахсем хыççӑн, куракансем ура çине тӑрса, тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç Москакасси артисчĕсене.

   Юлашкинчен, Çÿлтикасси тата Станьялĕнчен курма килнĕ çынсем тав сӑмахĕсене ятарлӑ кĕнеке çине çырса хӑварчĕç. Питех те кӑмӑла кайрĕ вĕсене «Эчкерен çӑлтӑрĕсен» концерчĕ.

   Паллах, артистсене туллии кĕрекене лартмасӑр кӑларса ямарĕç Çÿлтикассисем. Тĕрлĕрен пĕçернĕ тутлӑ кукӑль-çӑмахпа, чейпе хӑналаса ячĕç культура ĕçченĕсем. Тавах вĕсене, хӑнасене кĕтсе илсе, ӑсатса яма пĕлнишĕн.

   Куракансене хавхалантарни, савӑнтарни, чунĕсене уçма пултарни, артистсемшĕн çав тери пысӑк телей.

Просмотров: 274 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar