MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 4 » День пожилых в Молгачкасинском клубе
11:50
День пожилых в Молгачкасинском клубе

День пожилых в Молгачкасинском клубе

 

Хисеплĕ те сумлӑ çынсен уявне Мулкачкасси культура çуртĕнче çулсеренех ватӑ çынсене чыс тӑваççĕ. Кӑçал та çак уяв кĕрекине Мулкачкасси ялĕнчи сумлӑ çыннисем пуçтарӑнчĕç.

Уява Оринин ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ В.Ю. Пушкова, «Муркаш район администрацийĕн централизациленĕ бухгалтери» муниципаллă бюджет учреждени директорĕ А. А. Миронов тата «Восток» хуçалӑх ертÿçи В.А.Налимова саламларĕç.  Вĕсем пухӑннӑ сумлӑ çынсене уяв ячĕпе ӑшшӑн саламласа, çирĕп сывлӑх, вӑрӑм кун – çул сунчĕç.

Валентина Юрьевна юбилярсене асӑнмалӑх парнесем парса чыс туре. «Пучах» пултаруллӑх ушкӑн пурне те çак чаплӑ уяв ячĕпе чĕререн саламласа илемлĕ чӑваш юррисем парнелерĕ.

Пурин кӑмӑлне те кайрĕ çак уяв. Тав сӑмахĕсем каласа майĕпен килĕсене саланчĕç килнĕ хӑнасем.

 

      

      

      

Просмотров: 190 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar