MENU
Главная » 2020 » Июнь » 2 » Дипломсем илме тивĕçрĕç
10:50
Дипломсем илме тивĕçрĕç

 

Дипломсем илме тивĕçрĕç

 

Короновирус чирĕ сарӑлнине пула, культура Çурчĕсенче кӑçалхи çул ача-пӑча сасси илтĕнменни чуна паллах хумхантарать. Çапах та Москакасси культура Çурчĕн ĕçченĕсем кӑçалхи çул Ачасене сыхламалли куна çĕнĕ мелпе туса ирттерчĕç. 

Хальхи вӑхӑтра пурин те кĕсьесенче телефонсем пурри савӑнтарать. Шӑпах ĕнтĕ çак телефонсен пулӑшĕвĕпе культура ĕçченĕсем ачасем хушшинче тĕрлĕрен конкурсем туса ирттерчĕç. Телефонсем урлӑ сӑвӑ калакансен, юрӑ юрлакансен тата ÿкерме юратакансен хушшинчи конкурс туса ирттерчĕç. Çак конкурса пурĕ 16 ача хутшӑнма кӑмӑл турĕç. Питех те кӑмӑллӑ пулчĕ вĕсен ĕçĕсене пӑхса хак пама.

Конкурса хутшӑнакан пур ачана та Москакасси культура Çурчĕ ячĕпе дипломсем парса хавхалантарчĕç. Çакӑншӑн ачасем те, ашшĕ-амӑшĕсем те питех те кӑмӑллӑ юлчĕç.

Çавӑн пек мелпех Муркашри культура Çурчĕн ĕçченĕсем те ачасем хушшинче тĕрлĕрен конкурсем туса ирттерчĕç. Çак конкурсенчен те пирĕн ачасем аякра тӑрса юлмарĕç. Вĕсем сӑвӑ калакансен, юрӑ юрлакансен, ташӑ ташлакансен тата ÿкерекенсен конкурсĕсене хутшӑнса дипломсем илме тивĕçрĕç.

Хисеплĕ ачасем, сире малашне те çакӑн пек конкурсенче хутшӑнса, хӑвӑрӑн пултарулӑха кӑтарма ӑнӑçу та телей сунатпӑр!

 

         

        

Просмотров: 199 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar