MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 3 » «Ечкерен çăлтăрĕсем» - Арапуçĕнче
10:45
«Ечкерен çăлтăрĕсем» - Арапуçĕнче

«Ечкерен çăлтăрĕсем» - Арапуçĕнче

 

Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Москакассинчи культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Эчкерен çăлтăрĕсем» эстрада ушкăнĕ инçе çула тухрĕ.

Вăрмар районĕнчи Арапуçĕнчи культура Çуртĕнче хăйсен пултарулăх сезонне тата Пĕрлĕх кунне халалласа анлă та пысăк концерт программи хатĕрленĕ. Малтанах курма килекенсене ертсе пыракансем çывхарса килекен пĕрлĕх кунĕ ячĕпе тата пултарулăх сезонне уçнă ятпа ăшшăн саламларĕç. Концерта Арапуçĕнчи пултарулăх ушкăнĕ илемлĕ юрă-ташăсемпе уçрĕ. Çак уяв концертне «Ечкерен çалтăрĕсем» илемлетсе, хăт кĕртсе тăчĕç. Юрлама тухакан кашни артиста тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Арапуç артисчĕсем те çав тери маттурсем пулчĕç. Москакасси артисчĕсем вĕсем ташласа – юрланине куç илми пăхса тăчĕç сцена хыçĕнче. Паллах, çак илемлĕ юрра-ташша вĕрентнĕ çĕрте ертсе пыракансен тӳпи çав тери пысăк. Çак пултарулăх ушкăнĕн ертӳçи Муркаш район каччи - Вениамин Александрович Быков (Атапай каччи). Çав тери хавхаланса мăнаçлантăмăр хамăр район каччи çавăн пек маттур пулнишĕн.

Икĕ сехет ытла тăсăлнă концерт питех те хăвăрт иртсе кайрĕ. Концерт вĕçленсен, Марина Кузьмина, культура Çурчĕн ертӳçи Москакасси артисчĕсене питĕ пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Куракансем ура çине тăрса «Маттурсем!» тесе чылай вăхăт хушши алă çупрĕç. Татах концертсемпе килсе халăха савăнтарма ыйтрĕç.

Москакасси культура Çурчĕн ертӳçи Г.Голубева куракансене пысăк тав сăмахĕ каларĕ хăйсене çавăн пек ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн. Малашне çак туслăх кĕперĕ икĕ район хушшинче нихăçан та ан татăлтăр терĕ. Çывăх вăхăтра Арапуçĕнчи артистсене Москакасси ял тăрăхĕнчи халăха пырса савăнтарма ыйтрĕ. Арапуç артисчĕсем çак сĕнĕве хаваспах йышăнчĕç. Апла пулсан, телейлĕ çул пултăр вĕсене Муркаш районне.

 

      

      

   

Просмотров: 210 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar