MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 3 » Эпир - ҫирӗп сывлӑхшӑн.
14:09
Эпир - ҫирӗп сывлӑхшӑн.

       Сывлӑха ҫирӗплетес тесе, Рыкакасси ялӗнче пурӑнакан ҫамрӑксемпе шкул ачисем ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ.

       Ку ялта паллах спорт залӗ ҫук. Ҫапах та ҫамрӑксем тӑрӑшнипе, хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ спорт инвентарӗсем хатӗрлесе клуба вырнаҫтарнӑ. Хӑш-пӗр инвентарсене Шупашкара кайса, килти апат-ҫимӗҫсене сутса туянни те пур кунта.

       Кунти ҫамрӑксем чӑннипех те спорта юратни куҫ – кӗретех. Клуба кӗрсен, ӑҫта пӑх, унта спорт инвентарӗсем вырнаҫтарнӑ. Ҫак клубра кашни каҫ ҫамрӑксем пухӑнса, хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетес тесе, чылай хусканусем туса ирттереҫҫӗ: кире пуканӗпе, бокспа, турник ҫинче туртӑнни, тата ыт.те.

       Ҫак кружока ҫӱрекенсем чӑн – чӑн сывлӑхшӑн тӑрӑшакансем тесе калас килет, туртмаҫҫӗ, эрехпе пачах та туслӑ мар вӗсем. Ҫамрӑксем тата ял халӑхӗ ҫӗнӗ культура Ҫурчӗ ҫӗкленессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе пурӑнаҫҫӗ.

       Ҫак ӗмӗт пурнӑҫланасса Москакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Д.В.Кириллов та шантарать. Апла пулсан, Рыкакасси тӑрӑхӗнче пурӑнакансен, ҫитес ҫулсенче пысӑк уяв пуласса шансах тӑратпӑр. Ҫамрӑксене валли вара, сывлӑха ҫирӗплетме ятарласа уйӑрнӑ пӱлӗм те пулатех тесе шутлӑпӑр.

Просмотров: 320 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar