MENU
Главная » 2018 » Январь » 6 » Эстрада артисчĕсем Катькас клубĕнче
13:31
Эстрада артисчĕсем Катькас клубĕнче

    Катькасри культура Çуртне çĕнĕ, 2018-мĕш, çулта  пĕрремĕш концертпа чăваш эстрада çăлтăрĕсем килчĕç. Вĕсем пурте пĕлекен Алексей Шадриковпа Ольга Осипова тата çамрăк юрăçă Кирилл Рыбаков пулчĕç. Хăйсен илемлĕ те янăравлă сассисемпе вĕсем клуба пуçтарăннă çынсен кăмăлĕсене çĕклерĕç, савăнăç парнелерĕç. Кашни юрă хыççăн ял халăхĕ тăвăллăн алă çупса юрăçсене хавхалантарса тăчĕ, пĕлнĕ юрăсене пĕрле юрласа савăнчĕ. Мĕн тери илемлĕ те çепĕççĕн янăраççĕ иккен чăваш юррисем вĕсене чун-чĕререн юрласан. Ял халăхĕ ячĕпе клуб ертÿçи Ирина Осипова артистсене тав сăмахĕ каласа çирĕп сывлăх, пысăк çитĕнÿсем тума, çынсене татах та савăнтарма вăй-хăват сунчĕ.

Просмотров: 328 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar