MENU
Главная » 2018 » Май » 21 » "Екрем" коллектив халăхăн ятне илни 20 çул çитнине уявларĕ.
13:38
"Екрем" коллектив халăхăн ятне илни 20 çул çитнине уявларĕ.

          Фоторепортаж

       Кăçал Ярапайкасси культура çурчĕ çумĕнчи "Екрем" фольклор ансамблĕ "халăхăн" ятне илни 20 çул çитрĕ. Çак уява Ярапайкассинче çу уйăхĕн 18 мĕшĕнче ирттерчĕç.

   "Екрем" фольклор ансамблĕн историйĕ 1982-мĕш çултан пуçланать.Чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка уйрăмне пĕтерсен Романов Виталий Анатольевич ялти клубра хор коллективне ертсе пыма пуçлать, халăхăн мешехипе йăла-йĕркине çцена çинчен халăх патне çитерет.

       Тĕслĕхрен, сцена çинче куракансене "Çĕнĕ пÿрт ĕçки" йăла йĕрки кăтартаççĕ.1997 çулта "Екрем" ансамбль çул юппи умĕнче тăчĕ - хор коллективĕ пулмалла е фольклор енне куçмалла. Çак суйлав коллектившăн питĕ йăвăр пулчĕ. Вăл вăхăтра Муркаш районĕнче пултаруллăх ушкăнĕсем "халăх" ятне илме пултаракансем нумай пулнă, анчах фольклор ансамблĕ "халăх" ятне тивĕçекенсем пĕрре те пулман. Романов Виталий Анатольевич, Григорьев Николай Лукич тата Паргеева Фея Фадеевна халăх еткерне упраса хăварассишĕн, аталантарасишĕн вăй-халне, вăхăтне, кун-çулне нумай хывнă.

       Халăха манăçнă йăла-йĕрке - "Салтак ăсатни","Çĕнĕ пÿрт ĕçки", "Улах", "Туй" - хăйĕн чăн авалхи илемĕпе сцена çинчен савăнтарнă та хавхалантарнă та. Культура ĕçĕнче халăх мешехипе йăла- йĕркине сыхласа пынишĕн 1998 çулта çу уйăхĕн 12- мĕшĕнче фольклор ансамблĕ "халăх" ятне илме тивĕç пулать.

Просмотров: 296 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar