MENU
Главная » 2017 » Июнь » 26 » "Екрем" тата "Акуча" "Хăра вутти пуххинче".
09:04
"Екрем" тата "Акуча" "Хăра вутти пуххинче".

       Фоторепортаж

     Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Станъял  ялĕ çумĕнче «Хравути поххи» иртрĕ.  Çак уявра Ярапайкасси культура çурчĕ çумĕнчи «Екрем»  халăх фольклор  ушкăнĕ тата  Сыпайкассинчи «Акуча» пултаруллăх ушкăнĕ хутшăнчĕç.  Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакансем  аван пĕлеççĕ.

     Ярапайсем  çак уявра виççĕмĕш çул хутшăнаççĕ. Кăçал  Чемен карти  комплекс   почта музейĕпе пуянланчĕ.  Çак уява Раççей тăрăхĕнчи  тĕрлĕ облаçрен хăнасем пухăнчĕç, авалхи йăлана пăхăнса уява уçрĕç. Вăрманкасси ял депутачĕ Владимир Юрьевич Шляхин  «Екрем»  халăх фольклор ушкăна сăйларĕ.  Тутлă апат çимĕçе «Берёзка» профилактори-санаторинче ĕçлекен Ия Леонидовна Степанова  повар  хатĕрленĕ. Вĕсене  коллектив тав сăмахĕ калать. Шупашкар  районĕнчи Станъял  тарăхĕнчи  чаплă уява хатĕрлекенсене, авалхи йăласене упракансене  мухтав

Просмотров: 315 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar