MENU
Главная » 2016 » Апрель » 8 » Фестивальтен дипломсемпе.
18:08
Фестивальтен дипломсемпе.

   Фоторепортаж

  Мартăн 31 - мĕшĕнче Чăваш Республикинчи культура училищи хăйĕн 70 çулхи юбилейне сумлăн паллă турĕ. Ку юбилея халăх инструменчĕсемпе вылякансен вĕрĕнтÿ уйрăмĕ Республикăра 1-мĕш фестиваль туса ирттерчĕ. Фестивале культура училищин директорĕ Г.Я.Чиркин уçрĕ. Сцена çине паянхи кун вĕренекен студентсем тухса, халăх инструменчĕсемпе тĕрлĕ произведенисем выляса куракансене тыткăнламаллипех тыткăнларĕç. Мĕн тери илемлĕ кĕвĕ-юрă шăрантарчĕç студентсем.

   Тĕрлĕ ушкăнсем, тĕрлĕ инструментсемпе выляса, юрласа савăнтарчĕç пăхакансене. Çак уява Москакассинчи культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ (ертÿçи Р.Семенов) те хутшăнчĕ. Сăмах майăн каласан, ку культура Çуртĕнче ĕçлекенсем: Г.Голубева, И.Петрова, Р.Семенов, С.Николаев тата «Шуçăм» ушкăнне çÿрекен М.Кораблева тĕрлĕ вăхăтсенче çак культура училищинче вĕренсе диломсем алла илнĕ. Малтанах сцена çине ташă ушкăнĕ тухса «Удмурдские узоры» ташăпа савăнтарчĕ, арçынсен ушкăнĕ «Кăвак çеçпĕл» юрра юрласан, пурте тăвăллăн алă çупса саламларĕç. «Тапăртатса ташлар-и?» юрăпа ташă сюити вара пурин кăмăлне те кайрĕ пулас. Залра ларакансем чылайччен тăвăллăн алă çупса саламларĕç артистсене.

   Концерт вĕçленнĕ хыççăн вара çакăнта ĕçлекен педагогсем «Шуçăм» артисчĕсене уйрăмах нумай тав сăмахĕсем каларĕç. Хăвăрăн пултарулăха çÿлти шайра кăтартма пултартăр терĕç. Çавăнпа пĕрле сцена çинчен диплом тата кашни ерÿçĕне тав çырăвĕсем парса чыс турĕç. Ку паллах, пире малашне, тата та тулли вăй-халпа, пысăк çитĕнÿсемпе ĕçлесе пыма шанăç пачĕ.

Просмотров: 358 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar