MENU
Главная » 2018 » Январь » 24 » Фитнеса кӑмӑлласах çÿреççĕ.
14:38
Фитнеса кӑмӑлласах çÿреççĕ.

     Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Фитнес-клуб» кружокне сывлӑха çирĕплетес тата шӑм-шака илĕртÿллĕ тӑвас тесе, Москакассинче пурӑнакан çамрӑк хĕрарӑмсем тата хĕрсем кӑмӑлласах çÿреççĕ. Çак  ушкӑна Марина Кондукторова тренер питех те ӑста ертсе пырать. Мĕн тĕрлĕ кӑна хусканусем тутармасть пулĕ вӑл кунта килнисене. Çӑмӑлах маар  çав  хусканусене  тренер хыççӑн  туса пыма. Çапах та питех те хытӑ тӑрӑшаççĕ кунта килнĕ хĕрсемпе хĕрарӑмсем.

           Хамӑр сывлӑха çирĕплетес тата илĕртÿллĕ пулас тесен, сахал маар тӑрӑшмалла  çавӑ.

       Çак кружока ертсе пынишĕн М. Кондукторована çав тери пысӑк тав сӑмахĕсем калаççĕ хĕрсем. «Инçете кайса çÿриччен,  кунти  культура Çуртĕнчех сывлӑха çирĕплетме май пур-çке», - теççĕ вĕсем. Культура Çуртĕнчен  тухса  кайиччен, пурте тав сӑмахĕсем каласа хӑвараççĕ  Маринӑна.

 

Просмотров: 290 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar