MENU
Главная » 2020 » Март » 6 » Илемлĕ çурхи уяв концерчĕ
11:17
Илемлĕ çурхи уяв концерчĕ

Илемлĕ çурхи уяв концерчĕ

 

Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан пĕтĕм хĕрарӑмсене çывхарса килекен Çурхи уяв ячĕпе культура Çуртĕнче мартӑн 5-мĕшĕнче Москакасси вӑтам шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекен ачасем илемлĕ ташӑсемпе, «Пĕчĕк çӑлтӑр» вокал ушкӑнĕ илемлĕ юрӑсемпе тата Шупашкарта Ф.Павлов училищинче вокал уйрӑмĕнче вĕренекенсем: Данил Зайцев, Александра Кошкина тата Дарья Чермакова   тĕлĕнмелле савӑнӑçлӑ уяв концерчĕ парнелерĕç.

Малтанах зала пуçтарӑннӑ çынсем Аннесене халалласа А.В.Макаров ÿкернĕ видеофильмсене пӑхрĕç. Çак сюжетсенче хамӑр тӑрӑхри аннесене, асаннесене курса хавхаланса, савӑнса ларчĕç.

Концерт пуçланас умĕн вӑрçӑ вӑхӑтĕнчи тыл ĕçченĕсене, паянхи кун хисеплĕ те чыслӑ асаннесене Москакасси ял тӑрӑхĕн специалисчĕ Л.А.Анекшева тӑрӑхĕнчи депутатсем М.В.Васильев тата С.О.Расколова саламласа çывхарса килекен Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ 75 çул çитнĕ ятпа кӑкӑрĕсем çине медальсем çакса ячĕç тата чечек çыххисем тыттарчĕç. Çак тивĕслĕ медальсене çак уяв каçĕнче 103 çулхи Н.С.Белова, 98 çулхи Е.В.Иванова, 89 çулхи В.С.Алексеева, 89 çулхи М.Е.Царева тата 88 çулхи А.С.Толстова пулчĕç. Асаннесен куçĕсем куççулĕпе шывланчĕç. Вĕсене «Огонек» юрӑпа Г.Голубева саламларĕ. Çцена çинчен аннӑ чух, çак хисепе тивĕçлĕ асаннесене залра ларакансем, тӑвӑллӑн алӑ çупса ӑсатрĕç.

Уяв концертне шкул ачисем илемлĕ ташӑпа уçрĕç. Залра ларакансем вĕсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Юрлакансем те залра ларакансене хӑйсен илемлĕ юррисемпе тыткӑнлама пултарчĕç. «Пĕчĕк çалтӑр» ушкӑра Москакасси ялĕнче пурӑнакан Афанасьевсен çемьинчен харӑсах виçĕ ача юрлама çÿреççĕ: пĕчĕк Анастасия, Стас тата Ирина. Вĕсем хӑйсен çепĕç те илемлĕ сассисемпе куракансене тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Çакна шута илсе Г.Голубева вĕсен амӑшне Надежда Михайловнӑна тав туса, уяв ячĕпе саламласа парне тата чечек çыххи тыттарчĕ, ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнӑç çулĕ çине кӑларма телей те ӑнӑçу сунчĕ.

Данил Зайцев юрланӑ «Хӑна юрри» тата «Тӑван лар-ха сĕтел хушшине» юрӑсене тӑвӑллӑн çупса йышӑнчĕç куракансем. Д.Чермаковапа Александра Кошкина «Аса ил-ха савни» тата «У Варвары» юрӑсене çепĕç те чуна кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕç.

Концерта «Зажигай» юрӑпа мӑнаçлӑн вĕçлерĕç. Залра ларакансем те вĕсемппе пĕрле хавхаланса юрласа, тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç артистсене.

Концерт вӑхӑтĕнче куракансен кӑмӑлĕсене çĕклес тесе лотерея вылявĕ те туса ирттерчĕç культура ĕçченĕсем.

Юлашкинчен пурне те асӑнмалӑх парнесемпе кученеçсем парса хавхалантарчĕ культура Çурчĕн ертÿçи.

Илемлĕ те кӑмӑллӑ иртнĕ концертшӑн хавхаланса, килелле пурте çурхи хавас кӑмӑлсемпе саланчĕç.

 

Просмотров: 191 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar