MENU
Главная » 2019 » Август » 3 » Илень кунĕ - Анаткас Хачӑкра
13:30
Илень кунĕ - Анаткас Хачӑкра

Илень кунĕ - Анаткас Хачӑкра

 

Анаткас Хачӑк ялĕнче çулсеренех ял уявне Илень кунĕнче, августӑн 2-мĕшĕнче, ял – йышпа тулли кĕреке хушшинче туса ирттереççĕ. Кӑçал та çак йӑлана пӑрахмасӑр ял халӑхĕ   палӑртнӑ вырӑна пуçтарӑнчĕ. Малтанах ваттисен йӑлине пӑхӑнса, пурте ура çине тӑрса «Алран кайми аки-сухи» юрра юрларĕç. Кайран ялти чи ватӑ çынна, Елена Ирзакована, уява пуçлама сӑмах пачĕç. Вӑл пухӑннисене пурне те Илень уявĕ ячĕпе ӑшшӑн саламласа, уява лайӑх та савӑнӑçлӑ ирттерме пиллесе ялти ватӑсене пурне те сĕтел хушшине ларма йыхравларĕ.  Ялти чи сумлӑ асаннесем кĕреке хушшине ларса уяв сӑрине астивнĕ хыççӑн? вĕри шÿрпепе, кукӑль-çӑмахпа сӑйланчĕç. Вĕсене Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» ушкӑн илемлĕ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчĕ. Москакасси ветерансен канашĕн ертÿçи В.Беспалова пурне те уяв ячĕпе илемлĕ юрӑпа саламларĕ. Çавӑн пекех Е.Иванова ташӑпа тата юрӑпа ял халӑхне тыткӑнларĕ. Шураппасем юрланӑ илемлĕ юрӑсене куракансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Шураппасене ял старости О.Данилова, илемлĕ концертпа савӑнтарнӑшӑн, тав сӑмахĕ каласа парнесем парса хавхалантарчĕ. 

Çанталӑк çумӑрлине пӑхмасӑрах Илень кун уявĕнче каçченех савӑнчĕç Анаткас Хачӑк ялĕнче пурӑнакансем.

Просмотров: 258 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar