MENU
Главная » 2018 » Сентябрь » 24 » Ираида Вдовина конкурсĕнчен - çĕнтерÿпе
15:00
Ираида Вдовина конкурсĕнчен - çĕнтерÿпе

Ираида Вдовина конкурсĕнчен - çĕнтерÿпе

Оригинал

   Кӑçалхи çул чӑваш халӑх юррисене пуçтарнӑ тата çак юрӑсене шӑрантарнӑ юрӑç, Ираида Григорьевна Вдовина çуралнӑранпа 105 çул тултарчĕ. Çак паллӑ куна халалласа, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Республикӑри Туслӑх керменĕнче тĕрлĕ регионсем хушшинче, «Ай, юрлар – и?» VIIконкурс туса ирттерчĕç. Çак конкурса И.Вдовина юррисене юрлама кӑмӑллакан юрӑçсем 100 яхӑн пуçтарӑнчĕç. Пушкӑрт, Тутар Республикисенчен, Оренбург облаçĕнчен тата Чӑваш Республикинчи тĕрлĕ районĕсенчи уйрӑм юрӑçсен тата фольклор ушкӑнĕсен пултарулӑхĕсене курса киленме тÿр килчĕ. Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн юрӑçи Вера Макарова та хутшӑнма пултарчĕ çак чаплӑ конкурса.

   5 сехет ытла тӑсӑлчĕ юрӑçсем хушшинчи конкурс. Мĕнле кӑна чӑваш юррине итлесе киленмерĕмĕр пулĕ. Пĕри тепринчен маттуртарах пулчĕç юрӑçсем. Паллах, тÿресене çак маттур юрӑçсем хушшинче, çĕнтерÿçĕсене палӑртма çав тери йывӑр пулчĕ. Конкурс чӑннипех те çав тери хĕрÿ иртрĕ. Кунта çамрӑккисенчен пуçласа ватти таранах хӑйсен шӑпчӑк пек илемлĕ сассисемпе куракансене тĕлĕнтерме пултарчĕç.

     Тÿресем хак панӑ хыççӑн çакӑ паллӑ пулчĕ. Конкурса хутшӑннӑ пур юрӑçа та дипломсем парса чысларĕç. Çĕнтерÿçĕсене дипломсем, парнесем тата кубоксем парса саламларĕç.

       В.С.Макарова юрланӑ «Калуш тӑхӑнмасан» тата «Ту çине хӑпар» юрӑсене тивĕçлĕ хак пачĕç. IIIстепенлĕ диплом,асӑнмалӑх И.Вдовина кӑларнӑ юрӑ пуххисен кĕнекине тата кубок парса чысларĕç, асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕкĕ те ÿкерттерчĕç.

 

 

 

Просмотров: 355 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar