MENU
Главная » 2019 » Август » 5 » Янӑрарĕ хуткупӑс, янӑрарĕ юрӑ
13:35
Янӑрарĕ хуткупӑс, янӑрарĕ юрӑ

Янӑрарĕ хуткупӑс, янӑрарĕ юрӑ

 

Москакасси культура Çуртне Шупашкартан чаплӑ артистсем, чӑваш эстрада юрӑçисем, августӑн 4-мĕшĕнче хӑйсен чаплӑ концерчĕпе килсе çитрĕç. Çуллахи ĕç вӑхӑтне пӑхмасӑрах эстрада юррисене кӑмӑллакансем каçхине культура Çуртне пуçтарӑнчĕç. Концерта Чӑваш Республикин артисчĕ Стас Владимиров илемлĕ юрӑпа уçрĕ. Куракансем ӑна сцена çине тухичченех тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Çавӑн пекех куракансене Алена Арсентьевапа Александр Сорокин çамрӑк юрӑçсем илемлĕ юрӑсемпе тыткӑнлама пултарчĕç. А.Сорокин вара, Саратоври консерваторинче ятарлӑ пĕлÿ илнĕскер, хӑйĕн илемлĕ те янӑравлӑ хуткупӑсĕпе тĕлĕнмелле чуна уçакан илемлĕ кĕвĕсем выляса юррӑсем шӑрантарчĕ. Кашни юрланӑ юрӑ хыççӑн ӑна тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç, чӑтаймасӑр ташша та çаптарчĕç курма килнисем. Вĕсемпе пĕрле ачасем те ташша тухрĕç. С.Владимиров залра ларакансене тĕрлĕ шÿтсемпе те савӑнтарчĕ.  Чылая тӑсӑлчĕ тĕлĕнмелле илемлĕ концерт программи. Виççĕн кӑна сцена çинче пулчĕç пулин те, пурин кӑмӑлне те çĕклеме пултарчĕç артистсем. Концерт вĕçленсен те, вĕсене чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç концерта килнисем. Культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева вĕсене чун-чĕререн саламларĕ, татах çакӑн пек илемлĕ концертсемпе килсе çÿреме йыхравласа хӑварчĕ. Артистсем йыхрава хаваспах ыйшӑнчĕç.

 

        

        

        

 

Просмотров: 271 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar