MENU
Главная » 2020 » Март » 8 » Яна – чи илемлĕ пике
11:00
Яна – чи илемлĕ пике

Яна – чи илемлĕ пике

 

Мартӑн 7-мĕшĕнче И.Я.Яковлев Чӑваш патшалӑх университечĕн керменĕнче Республика шайĕнче пултаруллӑ та илĕртÿллĕ пĕчĕк хĕрачасем тата хĕрсем хушшинче «Краса Чувашии-2020» конкурс туса ирттерчĕç. Конкурса пĕчĕк хĕрачасем - 24 тата хĕрсем -14 хутшӑнчĕç.  Тупӑшу çав тери хĕрÿ иртрĕ. Кашниех тÿресем умĕнче хӑйсене лайӑх енчен кӑтартма тӑрӑшрĕ. Мĕн тĕрлĕ çипуç улӑштармарĕç пулĕ конкурса хутшӑнакансем. Пĕри тепринчен илемлĕрех те илĕртÿллĕрех, куç тулли пӑхса ытармалла мар.

Тÿресем конкурсра сцена çинче илемлĕн утнине, хитрен калаçнине, кулнине тата илĕртÿллĕ пулнине пӑхса хак пачĕç.

Пĕтĕмлетÿ тунӑ хыççӑн çакӑ паллӑ пулчĕ, пирĕн «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн ташӑ ӑсти Яна Данилова çĕнтерÿçĕ пулса тӑчĕ. «Краса Чувашии-2020» ята çĕнсе илчĕ. Мĕн тери пысӑк савӑнӑç пулчĕ ку пирĕншĕн. Мĕнле кӑна парнене тивĕçмерĕ пулĕ пирĕн маттур хĕр. Эпир те ӑна хамӑр енчен саламласа, парне парса чысламӑрӑр.  

Маттур Яна! Малашне те сана пысӑк çĕнтерÿсем тума телей те ӑнӑçу сунатпӑр! Тав сана Москакасси ятне çÿле çĕкленĕшĕн!!!

Просмотров: 214 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar