MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 15 » Яраксем туллии кӑмӑлпа юлчĕç.
13:26
Яраксем туллии кӑмӑлпа юлчĕç.

      Фоторепортаж

      Иртнĕ шӑматкун, Яракасси культура Çуртне, концерт пӑхма юратакансем пухӑнчĕç. Концерта пӑхма ытларах аслӑ çулсенчи çынсем пуçтарӑнчĕç. Вĕсене Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» пултарулӑх ушкӑнĕ, çĕнĕ номерсемпе савӑнтарчĕ. Кашни юрӑ-кĕвĕвĕсен чуне уçма пултарчĕ. Артистсене куракансем çавтери тӑвӑллӑн алӑ çупса, урасемпе тапӑртатса йышӑнчĕç. Çĕнĕ программӑра юрри-ташши те, шÿчĕ те пулчĕ. 

    С.Ершова концерта çавтери ӑста ертсе пычĕ. Çак ушкӑнра вĕсем нумаях мар пулин те, хӑйсен çепĕç те янӑравлӑ сассисемпе залра ларакансене тыткӑнламаллипех тыткӑнларĕç. Концерт вĕçленсен те, артистсемпе куракансем чылайччен юмахларĕç, вĕсен пурнӑçĕпе те кӑсӑкланчĕç. Ял халӑхĕ ячĕпе Г.Ерагина тавсӑмахĕсем каласа хавхалантарчĕ артистсене. Хӑйсене çавӑн пек интереслĕ концертпа савӑнтарнӑшӑн, тав сӑмахĕсене кĕнеке çине шӑрçаларĕç.

    Çавӑн пек ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илсе ӑсатса янишĕн, çак культура Çуртĕнче  вӑй хуракансене чунтанах тав тӑватпӑр, ĕçре пысӑк ӑнӑçусем сунатпӑр!

Просмотров: 282 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 2
avatar
Уважаемые коллеги! Очень большая просьба! Исправляйте, пожалуйста, ошибки при вставке информаций с сайтов поселений!!!
avatar
Пишите правильно, проверяйте слова и не нужно ставить запятые на каждом шагу!!!
avatar