MENU
Главная » 2018 » Май » 8 » Ярапайкассинче Çĕнтерÿ кунне уявларĕç.
13:55
Ярапайкассинче Çĕнтерÿ кунне уявларĕç.

    Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Ярапайкасси ялĕнче Çĕнтеÿ кунне уявларĕç. Хăнăхнă йăлапа "Вилĕмсĕр  полк" ял урамĕ тăрăх утрĕ. Çак  тăрăхра вăрçăра хутшăннă ентешсене асăнса лартнă палăк умĕнче хисеп караулĕ тăчĕ.

    Ярапайкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Жуков Г.В., Ярапайкассинчи  вăтам шкул директорĕ Скворцова А.А., Муркашри ветслужбин  ертÿçи Яковлев Н.С.  пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç, вăрçăра пуç хунисене асăнчĕç, шкул ачисем сăвăсем каларĕç.

        Мероприяти иртнĕ вăхăтра палăк умне веноксем хучĕç.

Просмотров: 299 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar