MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 30 » Ярославка ялĕнче çуралса ӳснĕ Екатерина Софронова «Муркаш пики-2019» конкурсра хутшăнчĕ
16:16
Ярославка ялĕнче çуралса ӳснĕ Екатерина Софронова «Муркаш пики-2019» конкурсра хутшăнчĕ

Ярославка ялĕнче çуралса ӳснĕ Екатерина Софронова «Муркаш пики-2019» конкурсра хутшăнчĕ.

 

 Чӳк  уйăхĕн 29 мĕшĕнче Муркашри культурă çӳртĕнче «Муркаш  пики-2019» конкурсĕ иртрĕ.  Жюри прайташӗсен 10 чиперкке пултаруллăхне тĕрлĕ  енлĕ хаклама тиврĕ. Ярославка ял тăрăхĕн чысне Ярославка ялĕнче çуралса ӳснĕ Екатерина Софронова хӳтĕлерĕ.

«Муркаш  пики-2019» конкурсра хĕрсен пултаруллăхне пурĕ пиллĕк тупӑшура хакларĕç: хăйсемпе паллаштарасси, ăс-хакăл  конкурсĕ, пуллтарулăх конкурсĕ, чăваш – апат çимĕçне хатĕрлесси, чăваш тумне илемлĕ кăтартасси.

«Муркаш  пики-2019» конкурса Муркаш районӗн администрации пуҫлӑхӗ Тимофеев Ростислав Николаевич, Муркаш районӗн администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ананьева Рената Иосифовна, Муркаш районӗн администрацийӗн архив тата туризм пайӗн ертӳҫи Рыжкова Любовь Александровна, председатель жюри членӗ, чӑваш наци конгресӗн президиум членӗ, «Ырӑ-кӑмӑллӑх» фонд  ертӳҫи, строительство хатӗрсен комбиначӗсен пӗрлешӗвӗн генеральный директорӗ Вязов Павел Николаевич.

Катьӑна дипломпа чыслӑ парнепе тата чечек ҫыххипе чысларӗҫ. Эпир Катьӑна саламлатпӑр, маллашне те ҫитӗнӳсем тума сывлӑх, ӑнӑҫу сунатпӑр!.

 

      

      

      

Просмотров: 215 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar