MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 2 » Ярославка культура ҫуртĕнче Ваттисен кунне уявларĕç
11:31
Ярославка культура ҫуртĕнче Ваттисен кунне уявларĕç

Ярославка культура ҫуртĕнче Ваттисен кунне уявларĕç.

 

Юпа уйăхĕн пĕрремĕшĕнче, Ярославка культура ҫуртĕнче Ваттисен кунне уявларĕç. Уява Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Шадрин Сергей Юрьевич уçрĕ. «Хисеплĕ ватăсем: эсир хăвăр пурнăҫа ĕҫпе ирттернĕ.  Ĕҫ-сирĕн пурнăҫ тĕллевĕ пулнă. Эсир ача-пăча устернĕ: хуҫалăх ҫавăрнă: кашни кунах юратнă ĕҫе васканă. Эсир хăвăр ĕҫĕрпе ырă ята тивĕҫрĕр. Эпир сирĕнпе хавхаланатпӑр, сиртен тӗслӗх илетпӗр, пурнӑҫри хастарлӑхӑршӑн савӑнатпӑр. Сире паянхи уяв ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр, ырлăх-çитлĕх, ватлăх кунĕсенче канлĕх, çамрăксенчен пысăк тимлĕх сунатăп» - терĕ вăл  ватă çынсене саламланă май.

Кашнин пичĕ çинчи йăл кулă, пĕр-пĕрин хушшинчи хаваслă, уçă калаçу аслă ÿсĕмри çынсем çак куна чăтăмсăррăн кĕтнине сăмахсăрах çирĕплетсе пачĕç. Ара пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма шăпах кунта май пур-çке.

Ярославка культура ҫурче ҫумĕнчи художество пултаруллăха ҫӳрекенсем   ватă çынсене хăйсен илемлĕ юрриипе хавхалантарса савăк кăмăл парнелерĕç.

Аслă ăрури çынсем çулĕпе çамрăках мар ĕнтĕ, хăйсен пурнăçĕнче мĕн кăна курман пулĕ. Çавăнпа та вĕсене пирĕн юратмалла, итлемелле, пулăшмалла, хисеплемелле. Асаннесем, кукамайсем, асаттесемпе кукаҫисем пире яланах ырă канаш параççĕ, хавхалантарса пыраççĕ. Вĕсен ылтăн аллисем мĕн кăна тума пĕлмеççĕ пулĕ! Анчах эпир уншăн час-часах тав сăмахĕ калама манатпăр. Килти, кÿршĕри тата ялти ватăсене пулăшма нихăçан та манар мар.

Таймапуçах сире, хисеплĕ ватă çынсем, сирĕн пархатарлă ĕçĕрсемшĕн.  Вĕсем пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăрĕç. Сире ватă çынсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр, сывлăхпа, шанăçпа пурăнма, телейлĕ пулма ыр сунатпăр.

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

Просмотров: 229 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar