MENU
Главная » 2017 » Ноябрь » 30 » Юнкӑри культура çуртĕнче «Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри» калаçу иртрĕ.
11:02
Юнкӑри культура çуртĕнче «Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри» калаçу иртрĕ.

      Чӑваш енне çĕр-пин юрӑ çĕршывĕ теççĕ.Чӑнах та,чӑвашсем илемлĕ юра-кĕвĕпе пуян. Юрӑсенече халӑхӑн ĕçĕ-хĕлĕ, ĕмĕчĕ-шухӑшĕ, савӑнӑçĕ, хуйхи-суйхи тата вӑййи-кулли шӑрçаланать. Ахальтен мар, «Юрӑ пур та, пурнӑç пур»- теççĕ чӑвашсем.

         Пирĕн, чӑвашсен, тӑван халӑхӑн культурине, йӑла-йĕркине, сӑвви-юррине, ташши-кĕввине аталантармалла. Ачасене мĕн пĕчĕкренех вĕрентсе пымалла.Чӑваш тени чӑвашлӑхпа пуян пултӑр, илемлĕ юрӑсем юрласа мӑнаçланма пĕлтĕр. Йӑхран- йӑха куçарса  пытӑр.  Ҫакӑн çинчен  паян ачасемпе  Юнкӑри культура çуртĕнче  «Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри» калаçу иртрĕ . Меркурий Борисович калаçу пынӑ майĕн ачасене купӑспа илемлĕ кĕвĕ каласа итлеттерчĕ, юрӑсем юрларĕç. Ыйтусем çине хурав памалли те тупӑнчĕ. Ачасем тĕрлĕрен чӑваш юррисене пелни , чӑннипех, савӑнтарчĕ.

                                                              Илемлĕ, илемлĕ чӑваш юрри

                                                              Юрлама пĕлсен кӑна…

                                                             Ҫак илеме пĕтме парас марччĕ!

Просмотров: 295 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar