MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 26 » Юнкăри культура çуртĕнче «Атте-анне - кил ăшши» концерт иртрĕ.
14:50
Юнкăри культура çуртĕнче «Атте-анне - кил ăшши» концерт иртрĕ.

      Атте, анне – кашни çыншăн çав тери çывăх, ĕмĕр манми сăмахсем. Мĕнле манăн-ха çак сăмахсене?! Пире атте-анне çуратса, мĕн пĕчĕкрен юратса, ачашласа пăхса ӳстереççĕ. Вĕрентсе пырса анлă пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ.

       Мĕн авалтанпах ăруран ăрăва, ламран лама пыраççĕ çак сăмахсем. Анне, аннем, аннеçĕм…   Атте, аттем, аттеçĕм… Пуплеме тытăннă ачан пĕрремĕш сăмахсем!  Хаклăран та хаклă, çутăран та çутă, юратнăран та юратнă çынна пĕлтерекен сăмахсем.

      Юпа уйăхĕн 26 – мĕшĕнче  Юнкăри культура çуртĕнче  атте – аннесене  халалланă   «Атте-анне - кил ăшши» концерт иртрĕ. Сцена çине Юнкă шкулĕнче вĕренекен ачасем тухрĕç. Ку концерта эпир  Чăваш Республикинче 2017- мĕш çул Атте-анне çулталăкĕ пулнине халалларăмăр.

  Атте-анне çинчен мĕн - тери илемлĕ юрăсем хывман пулĕ сăвăçсемпе юрăçсем! Ҫак уявра та илемлĕ  юрăсем янăрарĕç, ачасем куракансене тĕрлĕ ташăсемпе савăнтарчĕç. Сцена çине çамрăк гитаристсем  хăйсен юррипе тухрĕç. Куракансене валли те  вăйă пулчĕ. Куракансем çамрăк артистсене тăвăллăн аллă çупса хавхалантарчĕç. Концерт пурне те килĕшрĕ.

 

Просмотров: 441 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar