MENU
Главная » 2016 » Апрель » 15 » Юратсан, юрлас килет конкурсран çӗнтерÿпе.
16:49
Юратсан, юрлас килет конкурсран çӗнтерÿпе.

   Фоторепортаж

   Апрелӗн 14-мӗшӗнче, Муркашрикультура Çуртӗнче, «Юратсан юрлас килет» 2-мӗш фестиваль – конкурс пулса иртрӗ. Çак конкурса эстрада юррисене юрлама юратакансем хушшинче туса ирттерчӗç. Районти чылай культура Çурчӗсенче эстрада ушкăнӗсем йӗркеленчӗ юлашки çулсенче, çав хушăрах Москакасси культура Çурчӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Ечкерен çăлтăрӗсем» эстрада ушкăнӗ те. Тӗрлӗ номинацисенче пулса иртрӗ çак конкурс: чăваш халăх, композиторсен , вырăс халăх, композиторсен юррисен номинацийӗсем тата кино çулталăкне халалланă юрăсен номинацийӗ. Çак конкурса 40 конкурсант хутшăнчӗ.

   Пурте тӗлӗнмелле илемлӗ шăрантарчӗç юрăсене. Москакассинчи культура Çуртӗнчен Еввгений Тимофеев, Дарья Макарова, Радимир Семенов тата Валерий Голубев хутшăнчӗç. Малтанах арçынсен ушкăнӗ «Дело было в Пенькове» фильмри Матвей юррине шăрантарчӗç. Куракансем ку юрра питех те кăмăллă йышăнчӗç. Е.Тимофеев «Зимний сад» юрăпа 3-мӗш вырăна, Д.Макарова «Мама» юрăпа 1-мӗш вырăна тухма пултарчӗ. Р.Семенов юрланă «Вишня белоснежная» юрăна юрланă чух залра ларакансем тăвăллăн алă çупса хавхалантарса тăчӗç.

  Кашни хутшăнакан юрăçах тав çырăвӗсем парса хавхалантарчӗç. Москакасси артисчӗсене культура Çурчӗ ячӗпе Г.Голубева парнесем парса чыс турӗ.

   Питӗ илемлӗ пулса иртрӗ çак фестиваль – конкурс. Конкурс вăхăтӗнче Муркашри искусствă шкулӗ çумӗнче йӗркеленнӗ «Фантазия» ташă ушкăнӗ илем кÿчӗ.

Просмотров: 462 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar