MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 8 » Кӳршӗри «Тӑванлӑх» ушкӑн концертпа савӑнтарчӗ.
13:59
Кӳршӗри «Тӑванлӑх» ушкӑн концертпа савӑнтарчӗ.

           Фоторепортаж

       Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Мӑн Токшик клубӗ çумӗнчи халӑх ятне тивӗҫнӗ «Тӑванлӑх» фольклор тата шкул ачисен «Шӑнкӑрав» ушкӑнӗсем Тойкилтӗре хӑнара пулчӗç. Юнашар пускилте пурӑнакан артистсене курма Тойкилтӗ Культура çуртне халӑх чылай пуçтарӑнчӗ.  Епле курмасӑр юлӑн-ха, кунти кашни артисчӗ чуна çывӑх -  шкулти хорта пӗрле юрланӑ е пӗр класра вӗреннӗ, пӗрле ÿснӗ тус-юлташпа курса та калаçас  килет.

     Куракансем артистсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗç. Концерт программине «Тӑвнлӑх» ушкӑн пуçларӗ. Вӗсем куракансене хӑйсен  янӑравлӑ сассисемпе,  чуна тыткӑнлакан илемлӗ юрри-ташшисемпе   савӑнтарчӗç. Вӗсен репертуарӗнче халӑх хушшинче анлӑн сарӑлнӑ тӑванлӑх юррисем, чӑваш халӑхӗн ӗлӗкхи юрри-ташшисем пулчӗç. Куракансем вара май килнӗ таран артистсене алӑ çупса хавхалантарчӗç.

        Малалла концерт программине «Шӑнкӑрав» ушкӑн тӑсрӗ. Çамрӑк артистсем куракансене чӑваш халӑхӗ мӗн ачаран юрласа çитӗннӗ, халӗ те асра юлнӑ çепӗç та илемлӗ юррисемпе савӑнтарчӗç. Залри халӑх ачалӑха аса илсе вӗсем юрланӑ юрӑсене пӗрле шӑрантарчӗ. Шкул ачисен пултарулӑхӗ аслисенчен пӗртте кая мар. Еплем маттур вӗсем, пӑхса тӑранаймӑн!

       Концерт хыççӑн Тойкилтӗсем артистсене хӑйсем килте пӗçерсе килнӗ кукӑль-пӳремечпе сӑйларӗç, пӗрле ларса чей ӗçрӗç, чылайччен шӑкӑл-шӑкӑл калаçса ларчӗç.

         Пирӗн асатте-асаннесен ӗлӗкхи юррисем манӑçманни, хальхи ачасем çак юрӑсене юратса юрлани, пирӗн чӑваш культури, йӑла-йӗрки малашлӑха куçса пыни чуна савӑнтарать.   Пысӑк тав сӑмахӗ калас килет Мӑн Токшик  ялӗн артисчӗсене тата çак ушкӑнӑн ертÿçисене -  чӑваш халӑх фольклорне упраса  пынишӗн, халӑх кӑмӑлне çӗклеме пултарнишӗн.

Просмотров: 494 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar